04 октября 2014 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсене районта иртекен кашни ăмăртурах малтисен шутĕнче асăрхама пулать. Çапла пултăр тесен ачасемпе пĕрлех физкультура учителĕн те самай тар тăкма тивни каламасăрах паллă. Ку тĕлĕшпе В. Падисовăн ĕç опычĕ сахал мар.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ педагогика каçалăкĕнче 33 çул тăрăшать. Çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем _ унăн спорт летопиçĕнчи пысăк пуянлăх. Çывăх кунсенче тĕп хуламăрта, Шупашкарта иртекен Раççей спорт форумĕ умĕн вĕсем тепĕр хутчен шкул, район ят-сумне çĕклерĕç. Нумай пулмасть Хура тинĕс хĕр-ринчи курорт хулинче _ Анапăра _ ачасене физкультурăна мĕнле хатĕрленине пахалакан Раççей смотрĕнчен çĕнтерỹпе таврăнчĕç. Спортсменсен савăнăçне пĕр-ле пайлама эпир Владимир Петровича редакци тĕпелне йыхравларăмăр.
_ Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир кăçалхипе виççĕ-мĕш хут Раççей шайĕнчи тупăшăва хутшăнтăр. Кăçал вара телейĕ ытларах та йăл кулчĕ темелле. Çакна шансах кайнă-и е çĕнтерỹ пирки шутлама та пултарайман...
_ Вăрттăн ĕмĕт кашнин пуçĕнчех пулнă-тăр. Епле-ха унсăр? Спортра çитĕ-нỹн чикки çук. Ачасемпе çулталăк тăрăшшĕпе Патăрьелĕнчи ФСКран тухманнин усси пулчех. Икшер-виçшер сехет тренировкăсем туни харама каймарĕ.
_ Спорт комплексĕ тенĕрен, паян çамрăксен ытларах та ытларах пайĕ япăх йăласенчен пăрăнса сывă пурнăç йĕркине суйласа илет. Çакна тума вĕсене шăпах влаç органĕсем спорт сооруженийĕсен тытăмне аталантарас енĕпе тăвакан тухăçлă ĕç пулăшать те. Çапла мар-и-ха?
_ Тĕрĕсех. Çавăнпах ĕнтĕ эпир хамăрăн спортсменсемпе тăтăшах ФСК хăвачĕпе туллин усă куратпăр та.
_ Владимир Петрович, çул çỹрев тĕллевĕ, хăвăрăн результатсем пирки тĕплĕнрех паллаштараймастăр-и?
_ Вĕренỹ учрежденийĕсенче ачасене физкультура енĕпе еплерех пиçĕхтернине хаклакан смотр кăçалхипе Анапăра çи-рĕммĕш хут иртрĕ. Сентябрĕн14-мĕшĕнче эпир командăна хỹтĕлекен вун икĕ ачапа (пурте 11 классем) "Березка" лагере вырнаçрăмăр. Хура тинĕс хумĕсемпе киленме пуçличченех тренировкăсене пикентĕмĕр. Иккĕмĕш кунхине парад хыççăнах шывра ишессипе пĕрремĕш ăмăрту пуçланчĕ. Çак тупăшура пирĕн ачасем тĕлĕнмелле ăсталăх кăтартрĕç, малти вырăна çĕнсе илчĕç. Урăхла каласан, хавхалану çулăмĕ çавăнтанах пуçланчĕ. Смотрăн ытти тĕсĕсемпе те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ пулчĕ: 100, 2000 метрсене чупассипе пурте ылтăн паллăсене тивĕçрĕç, кĕлеткене йăтассипе те пĕр пăхăр çеç, ыттисем пурте чи-чи кăтартуллисем. Раççей шайĕнчи пысăк ăмăртура яллă вырăнта пурăнакан спортсменсем пĕрремĕш вырăн йышăнни чылайăшне тĕлĕнтерчĕ паллах. Пирĕншĕн вара çакă çитес çулхи смотра тата ытларах хавхаланупа хатĕрленмелли вышкайсăр савăнăç! Теорине пĕлессипе те спортсменсем Мускав, Челябинск, Оренбург, Калининград тата ытти хуласенчи спортсменсенчен кая пулманнине çирĕплетрĕç.
_ Апла-тăк, çитес вĕ-ренỹ çулĕнче тепĕр хутчен те инçе çула çывăхлатма хатĕр пулĕ?
_ Кун пирки пĕр иккĕленỹ те çук. Хамăр тăрăшсан, тренировкăсенчи йывăрлăхсене парăнтарсан, шкул администрацийĕпе ыркăмăллă уйрăм çынсем тăкаксен пĕр пайне саплаштарма пулăшсан тепĕр ушкăнпа смотра хутшăнасшăн. Паллах, унччен маларах хальхи пекех республикăри ăмăртăва явăçса пысăк балл пуçтармалла...
_ Мĕнех, Владимир Петрович, Сире кăçалхи çĕнтерỹпе саламлатпăр, çакăнпа çырлахмасăр малалла талпăнма сунатпăр.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)