Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » КАЙРИНЕ ХЫçА ХĂВАРСА…

04 октября 2014 г.

 Хальхи вăхăтра тĕрлĕ професси алла илме май пур. Çапах кирек кам пулас тесен те, малта ертсе пыраканĕ _ вĕрентекен. Педагог _ Турă пилленĕ профессисенчен пĕри. Вăл пĕр-пĕр предметпа тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшакан кăна мар, ачасене пур енлĕн аталантаракан мухтавлă çын.

Çакăн пек çынсен шутĕнче _ Вăрнар çĕрĕн сĕткенĕпе ỹссе çитĕннĕ, халĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта тăрăшакан Галина Фирсовна Хлебникова. Вăтам пỹ-силлĕ, тăп-тăп кĕлеткеллĕ, яланах тирпейлĕ те илĕртỹллĕ, ăшă кулăллă вăл. Чĕрĕк ĕмĕр ытла чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентет, çитĕнекен ăрăва тăван халăх йăли-йĕркине, чĕлхине юратма, ăша хывма пулăшать. "Ачасенчен тапса тăракан энерги мана вăй-хал хушать, чуна çамрăклатать. Ку вăл _ чи пысăк телей", _ тет Галина Фирсовна суйласа илнĕ профессийĕпе мăнаçланса.

Г. Хлебникова вĕренекенĕсем районта малтисен йышĕнче. Республика шайĕнче те ăс-хакăла виçеççĕ. Олимпиадăсенче, ăслăлăх-практика конференцийĕсенче çĕнтереççĕ. Пултарулăх конкурсĕсенче те ăсталăх, çирĕп пĕлỹ кăтартаççĕ. Чăваш юрри-ташши, наци тумĕ, ылтăнпа виçейми сăмахĕ, йăли-йĕрки, апат-çимĕçĕ _ çакăн пек уявсенче ачасен чĕрине витерет-çке-ха. Галина Фирсовна хăй те сăмах ăсти: чăн чăвашла, сăнарлă калаçать. Çакă ăна ачасемпе çывăхлатать. Хăйĕн пуян чунлă пĕлỹ çăл куçĕнчен шăнкăртатса тухакан сывлăм пек таса кĕмĕл пĕрчисене пĕрре мар нумай ачана парнелерĕ.

Унăн урокĕсенче темиçе те пулса курнă. Пĕрлех "Çулталăк учителĕ" конкурсра та палăрнăччĕ, вĕрентỹ технологине ăнăçлă хỹтĕлесе призерсен шутне кĕме пултарнăччĕ. "Уçă уроксен" фестивальне те çулсеренех хастар хутшăнать. Галина Фирсовна халăх педагогики çине таянса ĕçлет. Ача хăйне тытма пĕлнинчен пуçласа тăван чĕлхене юратма вĕрентесси таранах кĕрет кунта. Тата çакна та палăртса хăварас килет: ача кирек мĕнле предмета та учитель урлă юратма тытăнать. Çавăнпа та унăн урокĕсем тарăн шухăшлă, интереслĕ иртеççĕ, вĕренекенсене ĕçлĕ, эстетикăлла воспитани пама пулăшаççĕ. Ачасем çĕнĕ материала урокрах тарăннăн ăнланса юлаççĕ. Уншăн тĕп тата иккĕмĕшле урок çук. Çыру ĕçĕсене яланах вăхăтра ирттерет, вĕрентỹ материалне пурнăçпа çыхăнтарать. Хăй йĕри-тавра сăвă-калав кăмăллакансене пĕрлештерет, вĕсемпе кружока юлса уйрăмшаррăн та ĕçлет. Ачасене поэзи тĕнчине илсе кĕрсе творчествăлла шухăшлавне аталанма пулăшать.

Галина Фирсовна _ шкул музейĕн пуçлăхĕ те. Унта та тĕрлĕ ĕçсене явăçтарать. Акă, сăмахран, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Поляков Антон "Музейăн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ" презентаци хатĕрлесе республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăннă. Çĕнтерỹçĕ "Орленока" канма кайма путевка çĕнсе илнĕ. Паллах, кунта вĕрентекенĕн тỹпи те пысăк. Хамăр таврари ĕлĕкрен упранса юлнă йăла-йĕркесене пухма хавхалантарать Г. Хлебникова. Унăн тăрăшулăхне кура шкул музейĕ районта чи лайăххисен шутĕнче.

Пултарулăхĕ çăл куç шывĕ пек тапса тăрать. Чунĕ уçăлнă вăхăтра сăвăсем шăрçалать. Çакă унăн _ чун туртăмĕ. "Сан ятупа" (2005ç.), "Çунатлă вăхăт" (2009ç.), "Çут çанталăк кĕвви" (2013ç.) ятпа сăвăсен пуххисем пичетленсе тухрĕç. Унăн сăввисенчи кашни йĕрки чун витĕр сăрхăнса çуралать. Хлебникова лирикинче тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, чĕлхине чунтан хисеплени те тĕп вырăнта. Чăваш чăваша юраттăр, ырă сунтăр, хăй халăхне мĕскĕне ан хăвартăр, сăпайлă пултăр, Тăван ашшĕ-амăшне хисеплетĕр _ çак сăмахсем тăтăшах шăранса тухаççĕ автор чунĕнчен. Ытлашши нимех те каламан пек сăвăç, сăмаххисем те ансат пĕлтерĕшлисемех. Апла пулин те вĕсем чуна витерсе асра юлаççĕ, шухăша яраççĕ, хăв пурнăçу çине тарăнрах тишкерсе пăхма хистеççĕ, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентеççĕ.

Пурнăç илемне чун-чĕре витĕр ăнланакан сăвăçсен хайлавĕсене темиçе хут вуласан та йăлăхмастăн. Ун пек чухне сăввăн кашни ỹкерчĕкĕ куç умне чĕррĕн тухса тăрать, поэзиллĕ сăнарлăхпа илĕртет, чуна тыткăнлать.

Ылтăн хапха умĕнче тăпăртатса тăрать ăраскаллă хĕрарăм _ Галина Фирсовна. Уçса ярĕ те _ унта ăна юратнă мăшăрĕ ал парĕ, хĕрĕсемпе кĕрỹшỹсем ытама илĕç, çепĕç мăнукĕ кĕпе аркинчен уртăнĕ... Ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррине ăнланакан çынсем хушшинче усăллă, ỹкĕнỹсĕр пурăнса ирттерекен вара чăннипех телейлĕ.

С. КУЛАКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика