Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тарпа тунă çитĕнỹ

03 сентября 2014 г.

Юлашки вăхăтра тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче йывăр атлетикăпа пауэрлифтинг енĕпе тупăшăва тухасси йăлана кĕрсе пырать. Çĕнĕскер вăл. Йывăр штангăна алă вăйĕпе çĕклесси. Унта ытларах çамрăксем явăçма тăрăшаççĕ.

Августăн 20-24-мĕшĕ-сенче пауэрлифтингпа ирттернĕ тĕнче чемпионачĕ куç умĕнче. Ун чухне В. Чернышев 74-83 килограмлă виçерисемпе ăмăртнăччĕ. Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе тĕнче чемпионĕ пулнăччĕ. Дипломпа медале тĕнче шайĕнче палăрнă судья аллинченех илнĕччĕ. Унтах 197,5 килограмм йăтса Раççей чемпионне тивĕçрĕ.

Мышцăсене çирĕплетмесĕрех ăмăртусене те хутшăнаймăн. Ку енĕпе В. Чернышевăн ăсталăхĕ çителĕклех. Вадим _ пирĕн ентеш. Николай Григорьевичпа Юлия Тимофеевна ывăлĕн ачи. Унăн пухмачĕнче тĕрлĕ награда пур. Мускав облаçĕнче пурăнаканскер, йывăр атлетикăпа ирттернĕ ăмăртура нумаях пулмасть çеç 18 çул тултарман ачасем хушшинче ылтăн медале тивĕçнĕччĕ. Унта 115 спортсмен хутшăннăччĕ. 69 килограмлă виçеллисенчен чи нумай балл пуçтарнăччĕ.

_ Эпир тренерпа çак ăмăртусене тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Маларах чĕркуççине ыраттарни çеç пăшăрхантарчĕ. Çĕнтерессе те ĕмĕтленнĕ. Пьедестал çинче иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенче тăрса çитет пулас, _ кăмăллăн аса илет иртнине Вадим. Пĕрлех хăйĕн çитĕнĕвĕнче В. Андрян тренер тăрăшулăхне уççăн палăртать.

Июль уйăхĕнче Мускаври Раççей турнирĕнче Вадим каллех çĕнтерỹпе савăнтарчĕ. Çакăн хыççăн ентешпе тата тĕплĕнрех паллаштарни те вырăнлă пулас. Вăл Климовск хулинче çуралнă. Интеллигенци çемйинче çитĕнет. Ашшĕ _ Николай Николаевич _ инженер-электрик, Мускаври энергетика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Амăшĕ _ Гульшат Талгатовна _ педагог, ача сачĕн воспитательници. Каччă _ çемьери иккĕмĕш ача. Кĕçĕнренех спортпа туслă. Тĕрлĕ енпе тĕрĕслесе пăхрĕ хăйне Вадим. Волейболла, футболла вылярĕ, йĕлтĕрпе чупрĕ... Йывăр атлетикăра чарăнчĕ. Ун чухне вăл 11 çултаччĕ. Спортăн çак енне суйласа илни те ăнсăртран мар. Тренерĕ _ Валерий Андрян _ ăста педагог, спорт аксакалĕ пулчĕ. Вăл çамрăкра малашлăх курчĕ. Ашшĕпе амăшне маларах çапла асăрхаттарчĕ: "Йывăрлăха чăтаять пулсан çĕнтерỹ патне çитеетех. Харсăр кĕрешỹçĕ пулаятех". Паянхи кун тренер ачан пуласлăхне куçран пăхса тĕрĕс хаклани çирĕпленчех.

Çĕнтерỹ çулĕ çăмăлпа килмест, паллах. Вадим кĕрешỹ мелĕсене сахал мар вĕренчĕ. Тренер сĕнĕвĕсене пурне те ăша хыврĕ. Ăмăртусем умĕн панă кăлтăксене тỹрлетрĕ. Паянхи кун çамрăк çитнĕ хуласене шутласа та пĕтереймĕн. Кашни ăмăрту çỹлĕрен çỹле çĕкленме май пачĕ. Ахальтен 20 ытла медальлĕ пулайман та ĕнтĕ вăл.

Спортпа пĕрлех вĕренĕве те çыхăнтарса пынă ентеш. Полиграфи техникумĕнче пĕлỹ пухнă. Çулĕ çитнĕрен çар ретне тăма та ят тухнă Вадимăн. Аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн çĕр-шывне те манмасть çамрăк. Вĕсен канашĕ ăмăртусенче те пулăшать ăна.

Спортра чи кирли _ çирĕп кăмăллă пулни. Тренировкăсене те сиктермелле мар, çирĕп характер кирлĕ.

_ Штанга вăл _ тимĕр. Хамăрăн та çавнашкалах пулмалла. Унсăрăн çитĕнỹ пулмастех, _ тет Вадим.

Тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ пирĕнпе юнашар. Тĕл пулсан йăл кулаççĕ, сывлăх сунаççĕ. Тарăнрах сăнаса пăхсан кашнийĕшĕнче мĕн те пулин уйрăмлăх пур. Пĕри çирĕп кăмăллă, тепри ĕçчен, виççĕмĕшĕ пултаруллă тата ытти те. Вĕсенчен пĕри вара пирĕн мăнукăмăр Вадим. Çитĕнĕвĕпе савăнтарать чылайăшне. Апла пулсан унран та камăн та пулин тĕслĕх илмелли пурах.

Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине тытса пыни савăнтармалла та, ăмсантармалла та. Тĕлли-паллисĕр вăхăта ирттермест Вадим. Тренировкăсене нумай вăхăт уйăрать. Унăн çимĕçĕ паян-ыран çитĕнмесен те ỹпкелешмест. Спортри ỹсĕмсене пулах çарта та маттур пулма ĕмĕтленет. Тĕллевне пурнăçлама хăнăхнă вăл.

Т. ШАКУРОВ. Патăрьел ял

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика