30 августа 2014 г.
Ку чухнехи пурнăçа тĕрлĕрен хаклакансем пур: пĕрисем ăна вĕриленсех вăрçаççĕ, кăмăлсăрланаççĕ, теприсем унпа киленсе çеç пурăннине калаççĕ, унчченхине çĕрпе пĕлĕт пекех танлаштараççĕ. Паян чăнах та пирĕн районта çити-çитми пурнăçпа пурăнакан сахал. Пĕринчен тепри капăр çуртсем ăсталаççĕ, лайăх хуралтăнах çĕнетсе "хальхилле" тăваççĕ...
Килти условисем те хуларинчен кая мар: шывĕ пăрăхпа кĕрет те, тухать те, çăвăнса тасалмалли ваннăйсемпе душевой кабинăсем те чылайăшĕн пур. Васканă чухне мунча хутса та ан тăр. Пỹрт ăшчиккинче тата епле капăр пулнине калама та кирлĕ мар! Ял çынни Европа сĕмне йăлтах куçарчĕ темелле. Унсăр пуçне кашни çемьен çăмăл автомашина е урăх техника пур. Çитменнине тата вăл хăшĕн-пĕрин икшер те. Урăхла каласан, савăнса пурăнма сывлăх та килĕшỹ çеç кирлĕ.
Анчах та урам, ял сăн-сăпачĕ чăннипех те илемлĕ курăнтăр, халăхăн пуян пурнăçĕ çынсене савăнтартăр тесен вăл çеç çителĕксĕр тесе шутлатăп. Ку таранччен Патăрьелĕнчи Красноармейски урамне кĕрлĕ-çурлă çанталăкра кĕрсе тухма та çукчĕ. Ватăсем те, çамрăксем те центра çитессишĕн вăрăм кунчаллă атă е калуш тăхăннă. Пĕчĕк ачаллă амăшĕсем пепкисен коляскине сĕтĕрсе халтан каятчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем мĕн чухлĕ хутчен пылчăк мăшкăлĕ пулман-ши? Ара, урамăн нихăш енĕпе те утма çукчĕ-çке. Кирлĕ пулсан, ача мар, пысăк çын та лачакана кĕрсе ỹкĕ... Çак пăшăрхантаракан ыйтăва ку таранччен уйрăм хастарсем вырăнти депутатсем патне те, ял тăрăхне те çитернĕ. "Пăрĕ" тапранниех туйăнмарĕ. Çак кунсенче вара чăнах та пирĕн урамра пурăнакансемшĕн кĕр еннелле сулăннă хĕвел шевли те çуллахи пекех ăшă туйăнчĕ. Пирĕн кассемшĕн те уяв çитрĕ. Олег Лаврентьев усламçă çак пысăк ыйтăва хăй яваплăхĕ çине илсе иртнĕ шăмат кун пире асфальт çул сарса пачĕ. Хальхи пурнăçра ун пек калани çылăх пулсан та, çутта тухнăнах туйрăмăр эпир хамăра. Ỹркенмен хастар хăй пуçарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе, укçи-тенкине хĕрхенмесĕр пысăк ялăн пĕр урамне тирпей-илем кĕртнĕ çĕре усă курнăшăн Турă пулăштăрах ăна, унăн çемйине, ачисене телей патăр. Эпир ăна, хамăр касра пурăнакансем, чун-чĕререн тав тăватпăр, малашнехи ĕçре ăнăçу çеç сунатпăр.
М. ДОЛГОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)