Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Шăпăрлансене _ пысăк парне

27 августа 2014 г.

 Патăрьелĕнче пурăнакан Л.А. Сорокина (Пурлушкина) кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Юлашки çулсенче "Уйăх ачи" (2005), "Вăрманти ташă" (2011) кĕнекисем ытти çыравçăсемпе пĕрле тухнăччĕ. Кăçал вара вăл хăйĕн вăйĕпех Чăваш кĕнеке издательствинче "Кĕр палли" ятпа капăр та паха кĕнеке кăларма хевте çитерчĕ. Людмила Александровна сăвă йĕркисене ытларах шăпăрлансене халалланă.

Çитĕнекен ăру тивĕçлĕ воспитани илтĕр тесе вăл тĕрлĕрен сăнар шутласа тупать. Çавăн пекех "Кĕр палли" кĕнекинче кайăксемпе чĕр чунсем, выльăх-чĕрлĕх, çут çанталăк пулăмĕсем пирки те çырса кăтартнă. Çав хушăрах ачасене кăсăклантаракан тупмалли юмахсем те пур.

Автор Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче çуралнă, вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче анлă пĕлỹ илнĕ. Малтанах Шăмăршă районĕнчи Карапайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1984-1992 çулсенче Патăрьел район логопетĕнче тăрăшнă. 1992 çултанпа вара Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ачасене тăван чĕлхе пуянлăхĕпе культурине вĕрентет, пушă вăхăтра Людмила Александровна сăвăсем çырать. Унăн хайлавĕсем "Çилçунат", "Ялав", "Тăван Атăл", "Пике", "Чăваш "хĕрарăмĕ", "Авангард" хаçат-журналсенче пичетленнĕ. Пысăк опытлă педагогăн ĕçĕсене кĕçĕн класра вĕренекенсен чăваш чĕлхи, килти вулав методика учебникĕсене те кĕртнĕ.

Людмила Александровнан сăввисем тĕрлĕ тематикăпа çыхăннă. Вĕсем ытларах тăван çĕр-шыва, тавралăха, çут çанталăка юратнине палăртаççĕ. Аслисене вара ентеш туслăхпа юрату темипе хавхалантарать. Паян эпир вулакансене Л. Сорокинан хăш-пĕр çĕнĕ сăввисемпе паллаштаратпăр.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика