13 августа 2014 г.
ÇĔР-ШЫВĂН кирек хăш кĕтесĕнче пурăнсан та тăван шкул асран каймасть. Шкул _ иккĕмĕш кил тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çулсем иртсе пырсан та кашнинех вăл çуттăн йăлкăшса хăй патне йыхăрать. Çавăнпах-тăр, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ августăн 23-мĕшĕнче кунтан вĕренсе тухнисемпе тĕл пулу ирттерме хатĕрленет. Сăлтавĕ те пысăк _ шкул менелникĕ! Вăл уçăлни 80 çул çитет. Çак тапхăрта кунтан мĕн чухлĕ инженер, врач, учитель, ăсчахпа писатель, агрономпа зоотехник вĕренсе тухман-ши?
Сăмах май каласан, 2005 çулта шкул виçĕ хутлă çĕнĕ çурта куçнă. Унта хальхи вăхăтра 883 ача вĕренет. Вĕсене 80 ытла вĕрентекен ăс парать. Тĕл пулу ачалăха, çамрăклăха тепĕр хут асра утса тухма, çак шкулпа çыхăннă аса илỹсемпе киленме май парĕ. Çак кунхине шкул пурне те хапăл тăвĕ.
Нина МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)