09 августа 2014 г.
КĂÇАЛХИ кĕр пит тухăçлах мар тесе пăшăрханса калаçнине тăтăшах илтме пулать. Ку чăнахах та çапла ĕнтĕ. Ара, кирлĕ вăхăтра çумăрĕ савăнтармарĕ, хĕвелĕ вара хĕртсех тăчĕ. Çапах та мĕн пур "çылăха" çут çанталăк çине йăвантарни те вырăнсăр. Акă, Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ 47-мĕш çуртра пурăнакансем пысăках мар çĕр лаптăкĕ çинчех витри-витри хăярпа хĕрлĕ помидор çитĕнтернĕ. Хамăр алăпа туса илнĕ çимĕç тата та тутлăрах. Ахальтен каламан çав ỹркенмесен ĕç ăнать, тесе.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)