02 августа 2014 г.
РАЙЦЕНТРТИ предприятисемпе организацисем кашни эрне кунах хăйсен территорийĕсене тасатса тирпейлесе тăраççĕ. Çуллахи вăхăтра урамра тĕрлĕ чечексем куçа илĕртсе ларни те кăмăла çĕклет. Халĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче шыв, канализаци кĕртес ыйтусене татса пыраççĕ. Анчах та хăш-пĕр чухне ĕçе вĕçне çитерменни çынсене тарăхтарать. Акă, Ленин проспектĕнчи 53-мĕш çурта шыв кĕртнĕ чухне чавнă канава темшĕн хуплама манса кайнă. Çакă кỹршĕри çуртсенче пурăнакансене те пысăк чăрмав кỹрет. Ачасем халь чылайăшĕ килте, урамра выляççĕ, асăрхамасăр унта анса каяс хăрушлăх та пысăк. Çавăнпа та пĕрисен йăнăшĕ теприсене хур ан кăтарттăрччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)