Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пулĕ пурнăç ырă, кĕлетре пулсан тырă

23 июля 2014 г.

Çурхи нỹрпе вăй илсе юлнăран çĕр çумĕнчен аванах хăпарнă кĕрхи тулă аякранах сап-сарă курăнать. Пиçсе çитнĕ тырра пуçтарма тухнă умлăн-хыçлăн пыракан виçĕ комбайн вара тинĕсри карапсем пекех туйăнаççĕ. Ак, пĕри чарăнчĕ çеç, машина ун çумне пырса та тăчĕ. Бункертан тырă юхма пуçларĕ. Кĕлете çĕнĕ тухăç кĕрет, чунра савăнăç çуралать. Сĕтел çинче çăкăр пулсан пурăнатпăр, малалла талпăнатпăр.

_ Иртнĕ шăмат кун, июлĕн 19-мĕшĕнче, вырмана тухрăмăр. Халь комбайнсем 124 гектарта çитĕннĕ кĕрхи тулă уйĕнче ĕçлеççĕ. Яваплă тапхăра кĕске вăхăтра вĕçлеме çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ. Техникăна юсанă. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Хĕвел пăхсан тепĕр 2 эрнерен çурхисем те пиçсе çитеççĕ, канса ларма вăхăт çук, _ тет "Батыревский" пĕрлешĕвĕн агрономĕ Е. Сейфуллин уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă май.

Кĕрхи тулла нумай çул ỹсекен курăка пăснă хыççăн акнă. Минераллă удобренисемпе, гербицидпа усă курман пулин те ана таса, тухăçĕ те аван. Пĕр гектартан 40 центнера яхăн тухать. Пусă çаврăнăшне пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ çав.

Комбайнсем тырра тỹрреммĕнех çапса тĕшĕ-леççĕ. Штурвал умĕнче кăçал та Г. Ялуковпа Н. Викторов, В. Краснов тата Геннадийпе Кирилл Арлановсем (ашшĕпе ывăлĕ) лараççĕ. Ирхи сывлăм типсен тухаççĕ те каçченех вăй хураççĕ. Комбайнерсем çанталăк лайăх чухне кашни сехетпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Куç умĕнчех тулă пусси пĕчĕк-ленсе те пĕчĕкленсе пырать. Ĕнерхи куна 20 гектар ытла вырнă. Г. Жидковпа В. Ялуков тата С. Сулагаев водительсем çĕнĕ тухăçа турттараççĕ.

Юлашки çулсенче шăпах вырма вăхăтĕнче çумăрсем çукаласах тăнипе Патăрьелсем пĕлтĕр тырă типĕтекен комплекс туянчĕç. Унччен йĕтем çинче 80 çын ытла та тар тăкнă пулсан халь 8-ăн кăна ĕçлеççĕ. Комплекс тулла сутлăха тата вăрлăха, выльăхсене валли уйăрса тата тасатса кăларать. Кунта В. Арланов яваплă.

Хуçалăхра вырма вăхăтĕнче кунне виççĕ апат çитереççĕ. Уйăх çути тухсан та вăй хуракансене валли çимелли хатĕрлесе хăвараççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика