Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Концерт кăмăллă иртрĕ

12 июля 2014 г.

Шкул ачисен çуллахи каникулĕн иккĕмĕш уйăхĕ пырать. Мĕнле ирттереççĕ-ха ăна вĕренекенсем? Пĕрисем лагерьсенче канаççĕ, теприсем хулара пурăнаççĕ, виççĕмĕшсем ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ, пушă вăхăта та усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.

Патăрьелĕнчи А. Табаков урамĕнче ачасем йышлă. Вĕсем яланах пурте пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ вăйă выляççĕ. Иртнĕ эрнере, июлĕн 5-мĕшĕнче, аслисене пысăк савăнăç парнелерĕç _ концерт кăтартрĕç. Кашни номере питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕç, репитицисем ирттерчĕç. Çынсем йышлă çỹрекен вырăнсене пĕлтерỹсем çакрĕç, йыхрав хучĕсем валеçрĕç.

Концерт кунхине вара ятарлă сцена турĕç, куракансене ларма саксем вырнаçтарчĕç. Мероприятие чи асли, У. Бармакова, ертсе пычĕ, кĕвĕшĕн А. Поляков яваплă пулчĕ. Ачасем юрларĕç, ташларĕç, шỹтсем лартрĕç. Курма килнисене те пушă лартмарĕç: хаваслă çемĕпе хусканусем тутарттарчĕç. С. Спиридонова, Я. Бармакова, Д. Романова, И. Владимиров, Ю. Поляков тата Анастасияпа Ольга Сельцовасем лартнă номерсем пурне те килĕшрĕç. Сăмах май каласан, çак касра ачасем концерт кăтартасси йăлана кĕнĕ. Çитĕнекен ăру çитес çул та юрăпа-ташăпа савăнтарма шантарчĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика