09 июля 2014 г.
Çемье _ обществăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç шутланать. Апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Пирĕн пĕтĕмĕшле тăнăç та лăпкă пурнăç шăпах кашни çемье мĕнле пулнинчен килет.
Çемьере пирĕн хамăра мĕнле тыткаламаллине, пĕр-пĕрне юратса Турра юрăхлă пурăнмаллине Муром хулинчи Петр князьпе унăн арăмĕ Феврония ырă тĕслĕхлĕ пулса кăтартса панă. Вĕсен пурнăçĕ пирĕншĕн тĕлĕн-мелле те курăнать. Çапах та çак çемьен таса юратăвне пирĕн кашнийĕн ăша хывмалла.
2008 çултанпа Раççейре утă уйăхĕн 8-мĕшне Çемье тата Юратупа Шанчăклăх кунĕ тесе йышăннă. Улттăмĕш хут паллă тăватпăр эпир çак праçнике. Историе аса илес пулсан вара вĕсем пирки çакна каламалла. Петрпа Феврония 12 ĕмĕр вĕçĕпе 13 ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă. 1203 çулта Петра Муром хулине пуçлăх пулма суйлаççĕ. Хăй вăл çак хулан князь ывăлĕ пулсан та пысăк вырăна суйламасăр лартман. Унта суйланичченех Петр юхан суранпа чирленĕ. Ăна тĕрлĕрен эмелçĕсем сыватма тăрăшнă, анчах усси пулман. Пĕр таса пурăнăçлă, çĕр çинче ĕçлекен хĕр çеç ăна сыватма пултарнă. Çакăншăн Петр Февронияна качча илнĕ.
Хулари пуян, чаплă çынсем чухăн хĕре хăйсен тата арăмĕсен пуçлăхĕ тăвасшăн пулман. Петр князе арăмĕпе уйрăлма хушнă. Вăл вара итлемен. Çакăншăн ăна хулари аслă çынсем хăваласа янă. Петрпа Феврония хăйсен çывăх çыннисемпе Ока ятлă юхан шывпа хуларан аякка кайнă. Çакăн хыççăн князь пулас текенсем пĕр-пĕринпе вăрçăнса кайса хулана пăлхатса пĕтернĕ, вут чĕртсе янă. Халăх вара Петрпа Феврония хыççăн кайса вĕсене каялла тавăрнă. Вĕсем вара халăха кỹренмесĕр каялла килнĕ, малашне Турăран хăраса халăха тĕрĕс те тỹрĕ пăхса усранă.
Юратса пурăнакан Петрпа Феврония вилĕмĕ пурне те тĕлĕнтернĕ. Вĕсем пĕр кунта, пĕр сехетре ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Пытарма та вĕсене пĕр тупăка хунă. Çавăнпа та вĕсене пирĕн яланах асăнса тăрас пулать, вĕсем Турă умĕнче пирĕн хута кĕреççĕ, çемьесене Туррăн пиллĕхне илме пулăшаççĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăр! Манăн сире ăс-тăнлă Соломон патшан кĕнекинчи сăмахсене аса илтерес килет. Унта вăл çапла çырнă: "Ăслăлăх пуçламăшĕ _ Турăран хăрани. (Хăрама пĕлекенсем пурте ăслă пуçлă çынсем, Турра хисеплени вара - ăнлану пуçламăшĕ). Ăслăлăха, вĕрентсе каланине ухмахсем çеç хурлаççĕ".
Эпĕ те сире ăслă пулма чĕнетĕп, Турăран хăраса, пĕр-пĕрне юратнипе эпир ĕмĕрлĕх пурнăçăн çулне тупатпăр.
Петр ФЕДОРОВ, протоиерей
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)