17 мая 2014 г.
Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерчĕç. Апла пулин те хирте техника шавĕ лăпланмасть. Халь тыр-пул лайăх çитĕнтĕр тесе анасене гербицидсемпе пĕрĕхтерме пикеннĕ.
Патăрьелĕнчи улма-çырла питомни-кĕнче 78 гектар кĕрхи тулă аван хĕл каçнă. Варкăш çил вĕрмессерен килен-каяна пуç тайнăн хумхана-хумхана илет вăл. Ярăнса кăна ỹсме услови те пур: çум курăкран тата хурт-кăпшанкăран хỹтĕлесе хими препарачĕсем сапнă. Р. Абидуллов механизатор 18 метр сарлакăш сирпĕтекен ОП _ 2000 агрегатпа ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
_ Эпир çулленех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен анисенче гербицидсемпе усă куратпăр. Çум курăк алхасакан уйра пысăк тухăç пирки ĕмĕтленмелли те çук. Хими препарачĕпе ĕçлекенсене пурне те медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, техника хăрушсăрлăхĕ пирки ăнлантарнă. Çавăн пекех вăй хуракансене сиенлĕ çĕрте тăрăшнăшăн куллен çур литр сĕт паратпăр, _ тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ А. Седойкин.
О. ПАВЛОВА.
Сăмах май, ĕнерхи кун тĕлне 331 гектар кĕрхи культурăсене, 132 гектар сухан-севока гербицид сапнă. "Исток" агрофирмăра 300 гектар йышăнакан сахăр кăшман анине çум курăкран хими препарачĕпе пĕрĕхтернĕ.
Районта çĕр улми лартасси майĕпен вĕçленсе пырать. Кăçал 2340 гектар "иккĕмĕш çăкăра" çитĕнтерме палăртнă, 1502 гектар (65 процент) лартнă. 8 хуçалăхра ку ĕçе пĕтернĕ.
65 гектар пахча çимĕç, 230 гектар рапс, 717 гектар нумай çул ỹсекен курăк акнă.
"Звезда" ял хуçалăх предприятийĕ 32 гектар, "Первомайск" хуçалăх 25 гектар, "Красное знамя" хуçалăх 50 гектар куккурус акнă. Н. Федоров фермер хуçалăхĕнче 36 гектар хура тул тата 35 гектар хĕвел çаврăнăш çитĕнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)