14 мая 2014 г.
"Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса районти тĕп библиотекăра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10б класра вĕренекенсемпе "Çитĕнекен ăрушăн сăра сиенлĕ" темăпа калаçу ирттернĕ. Тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Н. Ракова каччăсемпе хĕрсене вăл организма мĕнле витĕм кỹнине уççăн каласа панă. Çавна май ачасем сăра ăш хыппине чаракан илĕртỹллĕ шĕвек, алкоголизм çулĕ çине тăма пулăшакан малтанхи утăм пулнине палăртнă. Чĕрене те, ăс-тăна минретесси те инçе мар унпа. Мĕншĕн ачасем сăра ĕçеççĕ-ха? Каярахпа хаяр шĕвексем тутанса пăхма та хирĕçлемеççĕ. Нумай ыйту тăчĕ умра.
"Горькая правда о горьком пиве", "Пиво _ чума 21 века" электронлă презентацисене пăхни те тарăн шухăша ячĕ. "Сăра çинчен мĕн пĕлетпĕр-ха эпир?" вăйă пурне те интереслентерчĕ.
Вĕренекенсем сăра ĕçни чылай каярах инкек патне илсе çитернине ăнланчĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)