12 апреля 2014 г.
Юлашки çулсенче çитĕнекен яш-кĕрĕме пурнăçăн ырă енĕсене курма хăнăхтарас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕллевпе патшалăх енчен сахал мар хушусем, йышăнусем тухаççĕ. Хальхи вăхăтра физкультурăпа, спортпа туслă çын хисеплĕ, сумлă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ, эрех-сăрапа явăçман çын вара тăрăшса ĕçлеме те пултарать, общество пурнăçĕнче те хастар. Ахальтен мар-тăр Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев физкультурăпа спорт комплексĕсене тулли хăватпа ĕçлеттерес, вĕсене çамрăксене çеç мар, аслăрах çулхи хастарсене те явăçтарас тĕллевпе нумай пулмасть вырăнсенче сывлăх тата спорт кунĕсене йĕркелес пирки ятарлă Хушу кăларчĕ. Пирĕн район центрĕнчи "Паттăр" ФСК та уйăхне пĕр хутчен спортпа туслă е малашне туслашас кăмăллисене саккунра ыйтнă пек тỹлевсĕрех йышăнĕ.
Ку тĕлĕшпе эпир, тĕпрен илсен районти тĕп больница коллективĕнчи тухтăрсемпе уйрăм хастарсем, сывă пурнăç йĕркине тахçанах пăхăнатпăр темелле. Улттăмĕш çул ĕнтĕ эрнере виçĕ хутчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн спорт залне волейболла выляма пуçтарăнатпăр. Хăйсен ирĕкĕпе, кăмăлтан çỹреççĕ çынсем сывлăх кунне. В. Казаковапа Ф. Ахметова тухтăрсем ушкăнра чи аслисем темелле. Апла пулин те вĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Спортзала мăшăрĕпех пыракансем те пур: Вĕсем Каштановсем, Живовсем, Козловсем, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Соловьевсем. Юлашки вăхăтра аслисен ырă тĕслĕхне çамрăксем те хапăл тăваççĕ. Пирĕн ушкăна район администрацийĕн специалисчĕсем те кăмăлласах çỹреççĕ. Тăрăшни вара харама каймасть _ иртнĕ çул пирĕн хĕрарăмсен ушкăнĕ волейболла выляссипе район чемпионĕ те пулчĕ.
Сăмах май çакна та каласа хăварасшăн. 1962 çултанпах спорт каçалăкĕнче эпĕ. Çакă мана пурăнма хавхалантарать, ĕçре пулăшать. Хальхи вăхăтра эпĕ Патăрьел ял тăрăх депутачĕ те шутланатăп. Хам тивĕçĕмпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалли пирки ăнлантаратăп.
И. ХИТРОВ, Патăрьел ял тăрăх депутачĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)