09 апреля 2014 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен тавра-курăмне, ăс-тăнне анлăлатас, тарăн пĕлỹ парас тесе нумай тăрăшаççĕ. Çакна район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсене хутшăнни, малти вырăнсене çĕнсе илни çирĕплетет. 10 г класра вĕренекен Я. Васюткина вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ паракан стипендие илме тивĕçрĕ.
Яна иккĕмĕш шкулта пĕрремĕш класранпах ăс пухать. Вĕренỹре "5" паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать. Уйрăмах вырăс чĕлхипе литератури, историпе обществознани, биологи, физкультурăпа ОБЖ предмечĕсене килĕштерет.
Çамрăк хĕр çирĕп утăмсемпе малалла талпăнать. 2012 çулта вырăс чĕлхипе тата биологипе Раççей шайĕнче дистанци мелĕпе ирттернĕ олимпиадăра çĕнтерчĕ. "Юный литературовед", "Русский медвежонок", "Эрудит планеты _ 2012", шкулта йĕркеленĕ "Кенгуру", "Английский бульдог" конкурссенче мала тухрĕ. Районти, республикăри олимпиадăсенче те хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслет. Пĕлтĕр вырăс литературипе тата чĕлхипе, историпе, ОБЖпа 1_3-мĕш вырăнсене йышăннă.
Пултаруллă пике спортра та çитĕнỹсем тăвать. Шкул, район, республика чысне хỹтĕлет, медальсемпе Тав, Хисеп хучĕсемпе таврăнать. Яна волейбол, баскетбол, вăййисене, шывра ишме кăмăллать. Республикăра, Раççейре мала тухассишĕн йĕркеленĕ ăмăртура тăваттăмĕш вырăна тивĕçрĕ.
"Зарницăпа" "Орленок" та Я. Васюткинасăр иртмеççĕ. Иккĕмĕш шкул команди пĕлтĕр республикăра пĕр-ремĕш вырăн çĕнсе илнинче матур хĕрĕн тỹпи те пур. Оренбургра иртнĕ "Зарница Поволжья" вăйăра та вăл хăйне лайăх енчен кăтартрĕ: шывра ишессипе, граната ывăтассипе пĕрремĕш тухрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн портфолио çулран-çул хулăмланса пырать.
В. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)