Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » ФЕСТИВАЛЬТЕ ПАЛĂРЧĕç

29 марта 2014 г.

Районта тĕрлĕ предметпа методика фестивалĕсем ирттересси вăя кĕрсе пыни куç умĕнче.

Ку хутĕнче историпе обществознани вĕрентекенĕсем Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкула районти иккĕмĕш хут пуçтарăнчĕç. Тĕп тĕллевĕ асăннă предметсен шайне çĕклесси, творчествăлла ĕçлекен учительсен пултарулăхне кăтартасси, вĕсен вĕрентỹ технологийĕсемпе паллашасси, шкулсемпе пĕрле çыхăнса вăй хурасси, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленесси, ачасен тавра курăмне ỹстересси, истори, обществознани, право, экономика, КРК тата ытти гуманитари наукисемпе тарăннăн ĕçлесси пулчĕ.

Вĕрентекенсем çичĕ урока тата класс тулашĕнчи мероприятисене кăтартрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева 8 класра "Александр II _ реформатор поневоле" урокпа "Педагогика культурин маçтăрĕ" тата вун пĕр-мĕшсем валли хатĕрленĕ "Серебряный век русской культуры" методика хатĕрленĕвĕпе "Чи лайăх истори урокĕ" номинаципе палăрчĕ.

Çак шкулти В. Шихранов 10 класра "1853 _ 1856 çулсенчи Крым вăрçи" темăпа "Урок валли чи лайăх презентаци" номинаципе çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

Вĕрентỹ учрежденийĕнчи Н. Кошкина "Самореализация личности" темăна уçса парса "Чи лайăх обществознани урокĕ" номинацие тивĕçрĕ. Çĕнĕ Ахпỹртри В. Артемьевпа Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти М. Валиуллина "Учитель-эрудит" ятсене çĕнсе илчĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Л. Кузьмичева "Чĕрене ачасене паратăп" номинаципе палăрчĕ.

С. ЕЛКИН, вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика