Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çар тапхăрĕ асрах

19 марта 2014 г.

Пирĕн вăхăтра салтакра пулман çынна "нуша курман" тетчĕç. Кунпа пĕтĕм-пех килĕшсе пĕтместĕп пулин те çакна каласшăн: çар хĕсметĕнче пулнă арçын çак чыспа ĕмĕр тăршшĕпех савăнма пултарать. Манăн та салтак пурнăçĕ, унти çирĕп йĕр-ке, çывăх туссем асран тухмаççĕ.

1950 _60-мĕш çулсенче Совет Союзĕпе Турци хушшинчи лару-тăру çăмăлах пулман. Кунти чикке эпир куç шăрçине сыхланă евĕр пăхса тăнă. Халĕ, акă, пурнăç урăхларах кайрĕ, чăвашсемпе турккăсем тăвансем пекех пĕр-пĕрин патне çăмăллăнах каçса çỹреççĕ. Сăмах май каласан, хамăн кỹршĕ Николай Николаев та ятарлă çул çỹревпе икĕ хутчен те çак çĕр-шыва çитсе килчĕ, хăйĕн уçă сассипе, чăваш юррисемпе тĕлĕнтерчĕ темелле. Паллах, кун пек хутшăнăва паянхи кун ырламалла çеç.

Çапах та пирĕн служба вăхăтĕнчи чикĕ мĕнлерех пулнă-ха? Чăн малтан нейтральнăй йĕр текенни пулнă. Ун хыççăн вунă метртан кая мар сарлакăш тепĕр йĕр иртнĕ. Ăна сỹресе çап-çутă тытса тăратчĕç. Ун урлă шăши чупса каçсан та паллăччĕ. Икĕ ретпе йĕплĕ пралука кабельпе çыхăнтарнă карта та куç умĕнчех-ха...

1959 çулта январьте чаçе урăххипе ылмаштарчĕç. Пире тĕрлĕрен çĕре салатса ячĕç. Эпĕ пехота полкне çаклантăм. Кунта вара юриех чăвашсене пĕрле пуçтарнă тейĕн. Вĕсем Тутар Республикинчен те, Пензăран та, Саратовран та, Куйбышевран та, Чĕмпĕртен та пурччĕ. Хамăр районтан та йышлăн пулнă. Штабра та пĕтĕм писарь чăвашчĕ, пурте шăрçа пек хитре çыратчĕç.

Чăваш каччисем, суйласа илнĕ евĕр, пĕринчен тепри сарлака хул-çурăмлă, тĕреклĕччĕ. А. Чичиков, С. Анисимов, И. Едриванов, В. Чурбанов, С. Раевский, В. Мулюков, А. Воронов икĕ пăтлă пукана алăра вылянтарса çеç тăратчĕç. Ял каччисенчен ыттисем те тĕлĕнетчĕç. Çак юлташсемпе эпĕ паян та мăнаçланатăп, вĕсене нихăçан та манмастăп.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика