15 марта 2014 г.
Çапла ят пачĕç черетлĕ конкурса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта. Унта пурте хутшăнчĕç. Конкурсăн пĕрремĕш кунĕ сăмах çумне сăмах хушсан юрă пулать чĕнỹпе иртрĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем пурнăç, пĕрремĕш учитель, çĕнĕ юлташсем çинчен шăрантарчĕç.
5-8 классене çỹрекенсем çĕр-шыв тăрăх çул çỹреве тухрĕç. Шкул пурнăçĕ, туслăх, ырă малашлăх та çуталчĕ вĕсенче.
Аслă классенче вĕренекенсем вара ачалăх каялла таврăнманнине палăртрĕç. Тăван шкул, учительсем хаклă вĕсемшĕн. Мĕн чухлĕ ыррине вĕренчĕç хĕрсемпе каччăсем! Конкурс кашнийĕн тăрăшулăхне, ăсталăхне, пултарулăхне кăтартрĕ.
Э. КАРЯГИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)