15 марта 2014 г.
МАРТĂН 12-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ кăçалхипе 24-мĕш хут районти культурăпа кану центрĕнче ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвне йĕркелерĕ. Пĕрлех концерт та кăтартрĕ. Тăван шкул 80 çул тултарнине халалланă мероприяти ытти çулхипе танлаштарсан питĕ пуян. Зала пуçтарăннисене малтанах шкул директорĕ Н. Андреева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем, мал ĕмĕчĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Сакăр теçетке çулта педагогсен коллективĕн историйĕ самай пуянланнă. Çак тапхăрта вĕренсе тухнă 24 выпускник паян тăван шкултах вăй хуни те кăмăллă.
Çапах та куракансемшĕн чи кăсăкли Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никитин хатĕрленĕ тулли содержаниллĕ концерт пулчĕ-тĕр. Тĕп хула артисчĕсенчен пĕрре те кая мар юрларĕç, ташларĕç шкул ачисемпе вĕрентекенсем сцена çинче. Залри халăх кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупни те çакнах çирĕплетрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)