12 марта 2014 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен З. Чабатова мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Кунти вăтам шкултах кĕмĕл медальпе вĕ-ренсе тухнă хĕр Елабуга хулинчи патшалăх университечĕн ют чĕлхесен факультетне çул тытать. Унтан çамрăк специалист икĕ çул Хусанти гимназире ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Шăпа ăна тăван шкула илсе çитерет. Кунта кăçалхипе 20 çул вăй хурать Земфира Рифкатовна.
Аслă категориллĕ вĕрентекене чăннипех те пуçаруллă, çĕнĕлле ĕçлекенсен шутне кĕртме пулать. Çакна вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. Кашни çулах вĕсем районта иртекен олимпиадăра малти вырăнсене йышăнаççĕ, республикăра тупăшаççĕ. Тĕрлĕ шайри конкурссене те хастар хутшăнаççĕ З. Чабатован вĕренекенĕсем.
Акăлчанла сăвă вулакансен, юрлакансен тупăшăвĕнче малтисен ретĕнче пулчĕç. "Британский бульдог" вăйă-конкурсра, çамрăксен чемпионатĕнче çĕнтерỹçĕсен ятне тивĕçрĕç. Кунта уйрăмах 8 класра вĕренекен Д. Чабатован кăтартăвĕсем лайăх. 2011 çулта республикăри аслă класра вĕренекенсен "Юношеская восьмерка в России" конкурсра çĕн-тернĕ А. Маргиновăн çитĕнĕвĕнче Земфира Рифкатовнăн тỹпи питĕ пысăк. Аня хăйĕн акăлчан чĕлхипе пĕлĕвне малалла Хусанта тĕрĕсленĕ, чаплă парнесене тивĕçнĕ.
Ачасене тĕпчев ĕçне хăнăхтарассине те лайăх йĕркелет педагог. "Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану" конференцире çавăнпа вĕсем юратнă учительне çулсерен малти вырăнсемпе савăнтараççĕ.
Земфира Рифкатовна ачасемпе уйрăммăн нумай ĕçленине палăртса хăвармалла: акăлчан чĕлхипе иртекен экзамента çулленех лайăх балсем пуçтараççĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсемпе юнашар педагог хăй те районти професси конкурсĕсенче палăрать. Акă 2011 çулта вăл призерсен шутне кĕчĕ. 2012 çулта "Лучшая модель эффективного внедрения педагогической технологии" конкурсра, пĕлтĕр акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен фестивалĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче республикăри учительсем хушшинче ирттерекен методика ярмаркине хастар хутшăнчĕ. Çитĕнỹсем, паллах, ачасене те, вĕренекене те малалла та хастар пулма хавхалантараççĕ. Вĕренỹ программи кăткăсланса пынă май учителĕн те яваплăхĕ ỹсет. Çакна ăнланать вĕрентекен. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленет Земфира Рифкатовна, усăллă та кăсăклă ирттерме тăрăшать.
Вĕренỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, инноваци мелĕсемпе анлăн усă курать. Яланах çĕннине шыракан учитель уроксенче модульлĕ технологине тĕпе хурса ĕçлет.
_ Çак технологи вĕрен-тỹри ытти нумай технологисене пĕрлештерет. Ачасене уйрăмшарăн, мăшăррăн, пĕчĕк ушкăнпа, класпа пĕтĕмĕшле ĕçлесе аталантарма май парать. Вĕсем хăйсен тĕллĕн ĕçлеме, информаци тупма, суйлама, тарăн шухăшлама, пĕтĕмлетỹ тума хăнăхаççĕ,_ тет Земфира Рифкатовна.
Ачасене тĕрлĕ шайри ĕçсем парать учительница, çăмăлрах ыйтусене хавшакрах пĕлекеннисене, йывăртараххисене матуртарахскерсене. Вĕсене урокра час-часах проект ĕçне те хутшăнтарать. Акăлчан чĕлхипе ăнланса калаçтарассине, тĕрĕс çырассине, текстсене итлеме пĕлнине шута хурать. Çав вăхăтрах грамматика çинчен манмалла маррине те асра тытать. Пуçаруллă педагог ачасен аталану шайĕн уйрăмлăхне хурса дидактика материалĕ нумай пухнă. Ачасен кăсăклăхне, вĕ-рентĕвĕн тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе уроксенче компьютер, проектор, сывлăха сыхлас технологисемпе куллен усă курать. Уроксем çеç мар, класс тулашĕнчи мероприятисем те интереслĕ пулаççĕ вăл ертсе пынипе.
_ Ача ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне ют чĕлхене вĕрентессишĕн тăрăшни савăнтарать. Вĕсене ятарласа уçă уроксен кунне чĕнетпĕр,_ тăсать калаçăва Земфира Рифкатовна. Наципе регион компоненчĕ вĕрентекен ĕçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Ĕçтешĕсемпе пĕрле 2012 çулта "Спецкурс по регионоведению" методика пособине акăлчан чĕлхипе пичетлесе кăларчĕ. Унта хамăр район, республика çинчен нумай материал пухса хатĕрленĕ. Пултаруллă педагог 2008 çултанпа акăлчанла вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертỹçи. Районти канашлусенче час-часах вĕрентỹри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать, ППЭ ыйтăвĕсемпе консультацисем ирттерет, ытти вĕрентекенсене кулленхи ĕçре сĕнỹ-канаш, тăтăшах уçă уроксем парать. Пултаруллă вĕрентекенĕн ĕç ăсталăхĕ пысăк. Вăл яланах шыравра.
Н. КОШЕЛЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)