05 марта 2014 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта çарпа спорт ăмăртăвĕсен уйăхлăхне çулленех çỹллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшаççĕ. Кунта вăйăсем, тĕл пулусем, конкурссем, викторинăсем план тăрăх пулса пыраççĕ. Уйăхлăх чылай ачана явăçтарать. Кашнийĕшĕн валли интересли тупăнатех унта.
Аслисем хушшинчи йĕлтĕр эстафети нумайлăха асра юлĕ. Пĕрремĕш вырăна 11е класс тухма пултарчĕ. М. Сагунев, А. Аппакова, С. Марков, А. Артемьева, Д. Семенов олимпиецсем пекех тупăшрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара 10г тата 9а тухрĕç.
Районта иртекен полиатлон ăмăртăвне хатĕрленнĕ май сывлăш вăйĕпе перекен пăшалпа ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Пĕрре-мĕш вырăна Д. Семенов, иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С. Быковпа Т. Филиппов йышăнчĕç.
Хĕр ачасем хушшинче А. Аппакова, А. Артемьева, Т. Арланова лайăх тĕл перекен ята тивĕçрĕç. Куçса çỹрекен кубок Д. Семеновра юлчĕ.
"Айтăр-ха, каччăсем" конкурс илĕртỹллĕ иртрĕ. Вĕрентỹ пăшалне сỹтсе пуçтарма та, тĕл пеме те, улма-сухан шуратма та маçтăр конкурсантсем. Кунта А. Краснов палăрчĕ.
Вăтам классенче вĕренекенсем те ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Н. Мазяков пĕрремĕш вырăна тухрĕ. В. Ялуковпа Д. Поляков _ иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче.
Уйăхлăхра районти тĕп библиотекăра йĕркеленĕ тĕл пулусене те кăмăлтан хутшăнтăмăр. "Сочи-2014" калаçуран кам айккине юлтăр?
Афган çĕрĕнчи пирĕн çар паттăрлăхĕ те интереслĕ. Унтан салтаксене илсе тухнине халалланă мероприяти кăмăла кайрĕ.
Патриотла юрăсен конкурсĕ куракансене тыткăна илчĕ. Кунта класс ертỹçисем ачасемпе çыхăнса ĕçлени курăнчĕ. Вăтаммисем хушшинче 8б, 5б, 7а палăрчĕç. Вĕсем чуна пырса тивекен юрăпа куракансене тыткăнларĕç.
"Эпир тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисем" темăпа ỹкернĕ плакатсем те шкул коридорне илем кỹрсе тăчĕç: Р. Иванова, Н. Иракина, А. Федотов, А. Краснов тăрăшулăхпа палăрчĕç. Уйăхлăхра 14 енлĕ тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Çакă ачасене патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ туса пыма тăрăшнине çирĕплетет. А. Мартышкина Сочинчи олимп вăййисен таблицине вăхăтра тултарса пырса ачасене Раççей спортсменĕсен медалĕсемпе паллаштарсах тăчĕ.
Уйăхлăха хастар хутшăннисене директор çумĕ С. Кальметов Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
В. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)