05 марта 2014 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем районти "Çăкăр" музее час-часах çỹреççĕ. Акă, М. Шакиров художник картинисене курма та унта кĕçĕн, вăтам тата аслă классем хăйсене вĕрентекенĕсемпе савăнсах çул тытрĕç.
Музей ĕçченĕсем курава тĕплĕн хатĕрленнĕ. Мидтхат Алимзяновичăн ĕçĕсемпе паллашнă май вĕсем туллин каласа кăтартрĕç. Кашни ỹкерчĕкĕ хăй евĕрлĕ, тарăн шухăшлă. Ỹнерçĕ пейзаж ĕçне, портретсене питĕ ăста ỹкерет. Чăн-чăн профессионал картинисене чĕрĕ куçпа курма май тупнăшăн вĕренекенсем, вĕрентекенсем чунтан савăнчĕç, куракансен хаклав кĕнекинче хăйсен шухăшне çырчĕç: "Пире уйрăмах "Çемье" тата "Хĕлле" серисенчи ỹкерчĕксем тыткăнларĕç".
Куравсене районти тĕп библиотекăра та час-часах йĕркелеççĕ. Иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем унта та _ кĕтнĕ хăнасем.
Г. ХЛЕБНИКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)