Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тахçанах кĕтнĕ чиркỹ уçăлчĕ

05 марта 2014 г.

 Иртнĕ эрнере Христос тĕнне тытса пыракан Патăрьелсемшĕн асра юлмалли кун пулчĕ. Февралĕн 25-мĕшĕнче район центрĕнче нумай çул тĕмсĕлсе кĕтнĕ çĕнĕ чиркĕве çветит туса уçрĕç. Халăх вăйĕпе çĕкленнĕ Турă Амăш Державнăй иконĕ ячĕллĕ храма çын мăшкăлĕ пулса (персе вĕлернĕ) леш тĕнчене куçнă Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий Сорокин протоиерей тума пикеннĕ. Унтанпа вун виçĕ çул та иртрĕ. Çапах та Турă пулăшнипе тата халăх тăрăшнипе вăл пуçласа хăйĕн ĕненекенĕсене йышăнма пултарчĕ.Кĕлĕ çуртне çветит туса тасатнă çĕре виççĕмĕш округ благочиннăйĕ, Первомайскинчи Христос çуралнă ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, таврари ялсенчи пачăшкăсем хутшăнчĕç.

Мартăн 1-мĕшĕнче, Аслă типĕ умĕнхи шăмат кун, Турра ĕненекенсемпе Улатăрпа Пăрачкав епископĕ Феодор кунта çак ятпа литурги ирттерчĕ. Унпа пĕрлех кĕлĕре благочиннăй Сергий Пегасов протоиерей, Туçа, Тăрăн, Аслă Чемен, Шăмăршă районĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенчи чиркỹсен настоятелĕсем те пулчĕç. Владыка пиллĕхĕпе Петр Федоров протоиерей ĕненекенсем патне вĕрентсе каланипе тухрĕ.

Кĕлĕ хыççăн Феодор епископ чиркĕве уçас ĕçе ку таранччен йĕркелесе пынă Николай Марков протоиерее (сăмах май каласан, Владыка пиллĕхĕпе малашне те ку тивĕçе вăлах пурнăçласа пырĕ), çак сăваплă ĕçре пысăк пулăшу панă, кĕлĕ çуртне капăрлатма, тирпейлеме пулăшнă уйрăм хастарсене тав турĕ, Хисеп грамотисем парса чысларĕ, пурне те Мункун типпине хисеплĕн чăтса ирттерсе çылăхăмăрсенчен тасалма ырă сунчĕ.

Из истории икона

Икона Божией Матери, именуемая «Державная», была явлена в подмосковном селе Коломенское (ныне часть Москвы) в день вынужденного отречения от престола Царя-мученика Николая, 2/15 марта 1917 года. Названа она так потому, что Царица Небесная изображена на ней как Царица земная, сидящая с Богомладенцем на троне и царскими регалиями в руках: скипетром и державой.

                               А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика