01 марта 2014 г.
Патăрьелĕнчи тĕп ача садĕнче Сочинчи олимпиадăна халалланă вăйăсем иртрĕç. Кунта малтанах Раççей Гимнĕ янăрарĕ, унтан олимпиада çулăмĕ чĕртрĕç. Хаваслă кĕвĕ çеммипе вара шкул çулне çывхаракан ушкăнри ачасем Л. Николаева воспитательницăпа И. Ванина спорт инструкторĕ пулăшнипе чупса, çунашкапа ярăнса ăмăртрĕç. Ыттисем вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Ю. Семеновапа К. Поляков хăйсен командисемшĕн чăн-чăн капитан пулнине çирĕплетрĕç. Уяври "тухатмăш карчăк" та (Г. Алимова воспитатель) тĕлĕнтермĕш кỹчĕ. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн ачасене грамотăсем, медальсем, пылак çимĕçсем тивĕçрĕç. Вĕсем кĕтнĕ пекех аслă пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем те _ Раççей спортсменĕсем _ олимпиадăра хастарлăх кăтартса тĕрлĕ медаль çĕнсе илсе мала тухрĕç.
А. КОЗЛОВА, аслă воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)