Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ĕне пулсан_сĕт, сĕт пулсан _ укçа

26 февраля 2014 г.

 Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешĕвĕн çĕнĕ ĕне витинче ăна туса пĕтерсенех, сумлă лару-тăрура уçнă чухне пулнăччĕ. Нумай пулмасть вара выльăхсем мĕнле хĕл каçнипе кăсăкланса тепĕр хут çитсе куртăм.

Вите тăватă ретлĕ, киввисенчен чылай уйрăлса тăрать. Ĕçлекенсене кĕрсе канма пỹлĕм, çăвăнса тасалма душ пур. Ĕçе йăлтах механизациленĕ. Апата _ вăрă чустине, улăма, жома, сенажа _ АКН-9 миксерпа вĕтетсе пăтратаççĕ. Кĕрсе çỹреме 32 лаша вăйĕллĕ пĕчĕк хурçă "ут" туяннă. Тислĕке кунне иккĕ кăлараççĕ. Ăна прицеппа ятарлă вырăна леçеççĕ. Çавăнпах фермăра тата унăн территорийĕнче таса, тирпейлĕ.

Çĕнĕ вырăнта тăрăшакан дояркăсен ĕçĕ чылай çăмăлланнă: алăпа сумаççĕ, тулли флягăсене сĕтĕрмеççĕ, апата алăпа валеçмеççĕ. Сĕт пăрăх тăрăх тỹрех холодильнике каять. Иртнĕ кĕркунне хута кайнă витере кăна мар, ыттисенче те çаплах.

_ Хальхи вăхăтра хуçалăхра ĕне-выльăх 602 пуç, унтан сăваканни 280. Малашне вара 400-ех çитерме палăртнă. Халĕ пĕр ĕне 13 килограмм ытларах сĕт антарать. Выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Минераллă çимесем те хушса паратпăр, _ тет А. Полякова ферма заведующийĕ.

Йыша пысăклатма тĕллев лартнăран январь вĕçĕнче юнашарах тата тепĕр вите тума пуçланă. Вăл та тăватă ретлĕ пулмалла. Никĕсне ярса пĕтернĕпе пĕрех. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хута кайнă хуралтăна та реконструкцилеме пикеннĕ. Кунта çуллахи лагерь тăваççĕ.

Ферма тулса пырать пулсан та кадр тĕлĕшĕнчен йывăрлăх çук. Малашне хуçалăхра выльăх пăхакансене вахта мелĕпе ĕçлеттерес шухăш та пур. Вăхăтлăх пурăнакансем валли тунă общежитине тĕпрен юсанă, чей вĕретсе ĕçме, яшка пĕçерме кухня тунă.

Ĕçлекенсене хавхалантарассине те аван йĕркеленĕ. Вĕсем хĕллехи вăхăтра кану учрежденийĕсене сывлăхĕсене çирĕплетме çỹреççĕ. Нумай пулмасть кăна пĕр ушкăн Чĕмпĕр тăрăхĕнчи "Ундоры", тепри Çĕнĕ Шупашкарти "Надежда" санаторисенче пулнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика