26 февраля 2014 г.
Çапла калать Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Анастасия Анатольевна Кубикова. Матурлăхĕпе хастарлăхĕшĕн вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине те илме тивĕçрĕ. Пин ытла çамрăк хушшинче унăн ячĕ пурри ытти яш-кĕрĕме тĕслĕх илсе тăрăшарах ĕçлеме, вĕренме хавхалантарать. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан А. Кубикова тăван шкулах таврăнать. Вăл малтанласа социаллă педагог тивĕçне пурнăçланă, тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулăхне туптанă.
Анастасия Анатольевна халĕ улттăмĕш класс ертỹçи. Педагог тĕрлĕ енлĕ ĕç ирттерет, шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе тупать. Лешсем те çамрăк вĕрентекене хисеплеççĕ.
Анастасия Анатольевна урокĕсенче интерактивлă меслетсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Учитель ачасене ытларах хăйсене калаçма, шутлама хăнăхтарать, урокăн кашни самантне туллин усă курма тăрăшать. Аслă, опытлă ĕçтешĕсенчен илнĕ сĕнỹсене те ăша хывса ĕçлет. Ĕç ăсталăхне ỹстерсе çулран-çул пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене кирлĕ воспитани пама тăрăшать.
Шкулта, районта иртекен "Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану" наука конференцийĕсенче унăн вĕренекенĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ, олимпиадăсене те хастар хутшăнма тăрăшаççĕ.
2012 çулта Анастасия Анатольевна "Чи лайăх çамрăк специалист" конкурсра иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Çамрăк вĕрентекен ачасен тавра курăмне çеç мар, хăйĕн пĕлỹ шайне те çỹллĕ шайра тытса пыма тăрăшать: районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнать. Волонтерсен ертỹçи пулнă май ачасене ыр кăмăллăх акцисене кăмăлтан явăçтарать. Вăл тăрăшнипех мал ĕмĕтлисем Шупашкарти ача çуртне кайса килчĕç. Анастасия Анатольевнан портфолиовне алла илсен тĕлĕнетĕн. Пуян та курăмлă унăн ĕç папки.
Лара-тăра пĕлмен çыннăн аллинче ĕç вĕрет.
Анастасия Анатольевна шкулти "Вдохновение" ташă кружокне çỹрет. Сцена çинче те курма пулать ăна. Спортпа та питĕ туслă: йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать, волейболла выляма та юратать.
_ Шкул _ маншăн тинĕс. Унта эпĕ хама шыври пулă пек çăмăл та ирĕк туятăп. Юратнă ĕçе, ачасем патне савăк кăмăлпа чупатăп. Вĕсем _ пирĕн пуласлăх. Эпĕ çак шкулта пĕлỹ пуçтарнă, унтах ĕçлетĕп. Манпа юнашар яланах юлташсем, ыр кăмăллă ĕçтешсем пур. Вĕсем _ чăн телей, тесе шутлатăп. Тунсăхласа ларма вăхăт çук, малтан-мала талпăнас килет, _ тет А. Кубикова кăмăллăн.
О. КАЛЛИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)