05 февраля 2014 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта иртнĕ çул вĕçĕнче "Тăлăх ачасене пулăш!" ыр кăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Унта çитĕнекен ăру хастар хутшăнчĕ. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем Шупашкарти "Малютка" ача çурчĕ валли нумай япала пуçтарчĕç. Вĕсене кайса пама вара 2в класри ачасене шанчĕç. Çамрăк артистсем кĕçĕннисемпе флешмобпа ирхи зарядка ирттерчĕç, вĕсем хыççăн ача çурчĕн воспитанникĕсем хăйсене майлă хусканусем турĕç. Аслисем "Çарăк" юмаха кăтартрĕç. Хăнасен пултарулăхне кĕçĕннисем пĕр хускалмасăр сăнаса ларчĕç. "Ладошки" ташă вара каллех пурне те вырăнтан хускатрĕ.
Ача çурчĕн воспитанникĕсем акцишĕн кăмăллă пулчĕç, шкула тав çырăвĕ пачĕç, вĕренỹре ăнăçу сунчĕç, малашне те килсе çỹреме ыйтрĕ
А. МИХАЙЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)