Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пушар сăлтавĕ _ пỹртре чикарккă мăкăрлантарни

25 декабря 2013 г.

РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрне кун, каçхине тăхăр сехетсенче, Патăрьелĕнчи Табаков ячĕллĕ урамра пурăнакан Халдырминсен çуртĕнчен сасартăк çăра тĕтĕм йăсăрланма пуçланă. Пластикпа капăрлатнă пỹрт туххăмрах тĕтĕм-сĕрĕм айне пулнă, йăлтах çунса кĕлленнĕ.

Шалта хĕрĕх урлă каçнă арçын пуррине пĕлсен пушарниксен ăна çине тăрсах шырама тивнĕ. Çунса хуралнăскер, урамалла тухма нумай тапаланнă курăнать: алăк хăлăпне вăйпах çăлса кăларнă.

Çапла, хĕл кунĕнче кĕтмен пăтăрмах çемьене, тăвансене пысăк хуйхă илсе килнĕ. Сăлтавĕ паллă: хĕрĕнкĕ арçын пỹртрех чикарккă мăкăрлантарнă. Утмăл пилĕк çулхи амăшĕ паян çак инкекре тăр пĕччен тăрса юлнă. Пурăнмалли кĕтесĕ те, пурлăхĕ те çук. Çак йывăрлăхра алă тăсса паракансене шанса вăл Россельхозбанкра счет та уçнă: 423006810011030000267. Çынна пĕр хут ырă туни хăвна темиçе хут та таврăнать теççĕ. Çавăнпа та çак хĕрарăма та пулăшакансем тупăнаççех тетпĕр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика