11 декабря 2013 г.
Каярахпа вырăс çарĕн чи аслă княçĕ пулса, анăçран килсе тапăннă шведсемпе, нимĕçсемпе, литовецсемпе кĕрешет. 1240 çулта Нева шывĕ хĕрринче швед çарне çапса аркатать. Çакăншăн ăна "Невский" ят параççĕ. 1242 çулта Чудское ятлă кỹлĕре пăр çинче нимĕç рыцарĕсене çĕмĕрсе тăкать, Псков хулине ирĕке кăларать. Çапла вара вырăс халăхне, православи тĕнне пусмăртан хỹтĕлесе хăварать.
Алесандр Невский хĕвел тухăç енчен тапăнса килнĕ Ылтăн Урта пусмăрĕпе те хастаррăн кĕрешет. Дипломат ăсталăхĕпе усă курса вăл темиçе хутчен те Урта ханĕ патне кайса кăмăлне çемçетет. Çапла вăл Руç çĕрне вăрçăсенчен хăтарса хăварать, вырăс чиркĕвĕн епархине тата чиркỹсем уçма ирĕк илет.
Вырăс çĕрне таврăннă чухне вăл чирлесе ỹкет те Владимир хулинче Алексей ятпа монарха кĕрет. Çакăнтах 1263 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче 43 çулхи Алесандр вилсе каять. Ăна декабрĕн 6-мĕшĕнче пытараççĕ. Пытариччен нумай вăхăт тăнă пулин те унăн ỹчĕ çĕрмен. Вăл вилсен пĕтĕм халăх хурланнă. Вырăс çарĕн çутă хĕвелĕ анса ларчĕ, тесе ĕсĕкленĕ.
1724 çулта унăн таса ỹтне Владимир хулинчен Петербурга куçарнă. Халĕ вăл Александро Невски лаврăра упранать. 1943 çулта Совет правительстви пулатаруллă çар пуçĕсене наградăлама Александр Невский святой ячĕллĕ орден туса хунă. 2012 çулта "Раççейри чи паллă ят" конкурсра Александр Невский ячĕ чи мала тухнă. 2020 çулта Александр Невский 800 çула çитнине уявлатпăр.
Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре декабрĕн 6-мĕшĕнче аслă литурги кĕлли иртрĕ. Унта священниксемпе чиркỹ çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Çак кунах Герман Кокель епископ çуралнăранпа 130 çул çитнине те асăнчĕç.
Л. ЛЯЛЬКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)