07 декабря 2013 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта республика шайĕнчи "Статистика тĕлĕнтермĕшĕ" конкурс иртрĕ. Унта 7-8 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Тĕллевĕ _ çитĕнекен ăрăва статистика ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, унăн кăтартăвĕсемпе çывăхлатасси, вĕренỹ шайне ỹстересси. Вăййа йĕркелес ĕçе патшалăх статистикин республикăри уйрăмĕ, Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви тата "Тантăш" хаçат редакцийĕ хутшăнчĕ.
Малтанах ачасен умĕнче Чăвашстат уйрăмĕн районти специалист-эксперчĕ Г. Салихова тухса калаçрĕ. Вăл хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Шкул директорĕ Н. Андреева Раççей статистика историйĕн презентацине кăтартни пысăк интерес çуратрĕ. Çакăн хыççăн вара викторина ыйтăвĕсем те йывăрлăх кỹмерĕç. Мала тухнă Д. Салихова, Н. Андреева, О. Бузина çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
И. ТЕРЕНТЬЕВА, директор çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)