Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кил _ чечек тĕнчи

07 декабря 2013 г.

 Патăрьелĕнчи Кудрявцевсен çурт умĕнче çу каçипех куçа шартаракан петунисем çеçке çурса ларчĕç. Малтанхи сивĕсем çитсен вĕсен çулçисем саралса хăрма пикенчĕç. Çакăн чухне Светлана Николаевна чечексене тĕпĕ-тымарĕпех кăларса кăкларĕ. Вĕсен вырăнне вара çуркунне юр кайсанах илем кỹме пултаракан виолăсене лартрĕ. Ак, тĕлĕнтермĕш. Чечексем пĕринчен тепри çеçке кăлараççĕ.

_ Нимех те мар. Çуркунне те пуринчен ир вăранаççĕ вĕсем. Çеçкисемпех юр айĕнчен тухаççĕ. Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Кĕр вăрăма кайни ытти чечексен ĕмĕрне те тăсать. Хризантемăсем те чип-чиперех лараççĕ-ха, _ мĕн сăнанине куçран пăхсах ăнланса хурав пачĕ кил хуçи мăшăрĕ.

Чечек тĕнчинче пурăнаççĕ Кудрявцевсем. Пỹртре те кашни пỹлĕмрех ỹсеççĕ вĕсем. Орхидейăсем ытларах. Çеçкисем вара тĕрлĕ тĕсли. Чỹрече, çỹлĕк çине, урайне вырăн йышăннă. Çуртăн ытти пайĕнче те пур чун илĕртмĕшсем. Стена çумне çакнисене алăпа хĕреслĕ тĕрлесе хашах ăшне вырнаçтарнă. Вĕсен те шучĕ çук. Кашнийĕн патне пырса пăхас килет. Пĕри хĕрлĕ çеçкеллĕ мăкăнь анине илсе кĕрет. Утмăл туратсем куçа шартараççĕ. Чипер хĕрарăм, ача сăнĕсене, йытă, кушак çури, лаша кỹлеписене чĕрĕ пекех кăларнă. Турăшсем те алăпа тунăскерсем. Пурне те йĕтĕн е пỹс çине хĕреслĕ чиксе туртса тĕрленĕ. Ĕçсен шучĕ те çук. Пỹрт умĕнчен кĕрекен верандăран çакма пуçланă та вĕсене салтăнакан, çывăракан, апатланакан пỹлĕмсен, зал стени таранах йĕркипе вырнаçтарнă. Çуртăн иккĕмĕш хутне хăпаракан пусма площадки те тĕрĕсемлĕ. Мунча пăлтăрĕнче те ывăннине манăçма май паракан вĕри чее сĕтеклĕн сыпса ĕçме сĕнекен алă ĕçĕсем.

_ Тĕрĕсен шутне пĕлместĕп. Çывăх çынсен, юлташсен кăмăлĕсене те хăвараймастăп. Ыйхă кĕске манăн. Килĕшекен ĕçпе çур çĕрччен ларма та е ирхине икĕ-виçĕ сехетрех тăма та пултаратăп. Пĕтĕм шухăш алă ĕçĕ çине куçать ун чухне. Кăмăл çĕкленет. Ĕмĕтпе те, пурнăçра та чечек тĕнчипе утма килĕштеретĕп, _ тет Светлана Николаевна.

Татмăш хĕрĕ пулнă вăл. Кайран Патăрьелне качча тухса тĕпленнĕ. Райпора, комсомол райкомĕнче, чылай вăхăт "Спецмонтажгаз" мехколоннăра тĕп бугалтерта ĕçленĕ. Кунĕпех хут çинче цифра суйласа лараканăн куçĕ те тармалла пек ĕнтĕ. Çавах ачаран хăнăхнă ĕçе пăрахаймасть. Çамрăк чухне тĕрленисем те çуртра сумлă вырăнта халĕ. Анчах вĕсем икĕ канвапа пỹс çине куçарнăскерсем. Хальхисем вара вĕтĕ-вĕтĕ хĕреслĕскерсем.

_ Тĕрлес ăсталăха асаннерен, аннеренех илнĕ эпĕ. Çĕвĕ машинипе мĕн тĕрлĕ чỹрече, турăм карри тĕрлемен-ши! Иçĕм çырли çупкамĕллĕ чỹрече каррисем халĕ те тирпейлĕн упранаççĕ. Кăткăс ĕç, паллах. Ларма чăтăмлăх кирлĕ. Хул-çурăма та ывăнтарать. Çавах килĕштеретĕп, _ тет Светлана Николаевна.

Ăруран-ăрăва куçакан алă ĕçĕ теме пулать тĕрлесси Кудрявцевсен. Амăшĕн ăсталăхĕ хĕрĕнче те пур. Оксана та парне кỹме ỹркенмест тĕррисене. Килĕшекен ỹкеркĕçĕсене вара иккĕшĕ те ытларах чухне Мускавранах çырăнса илеççĕ. Шупашкара кайса суйлани те пĕрре çеç мар пулнă. Тĕрленĕ ĕçĕсене те рама ăшне вырнаçтарма тĕп хулана кайса параççĕ. Пахалăхĕ тата ỹсет вара.

_ Çулсем хушăнса пынăçемĕн ыйхă та вĕçкелет. Кĕркуннехи-хĕллехи каçсене кĕскетме алă ĕçĕ туни те пулăшать. Мăнукăм валли ăшă кофта çыхса пĕтерсессĕн каллех алла тĕрĕ тытасшăн, _ калаçăва тăсать Светлана Николаевна. Пустуях хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе е пĕр-пĕр çын çинчен калаçса çылăха кĕрсе ларасси çук ку килте. Мăнукĕсемпе ларнă чухне те, радио итленĕ е телевизор пăхнă чухне ал ĕçне хăйпе юнашарах хурать вăл. Тĕрлемелли вара тупăнатех. Вырăн таврашĕсем, сĕтел çи виттисем... кирек камăн кăмăлне те каймалла тухаççĕ, çунăçем тĕсне çухатмаççĕ, çĕнелсе пыраççĕ. Çуртра тирпее юратакан хĕрарăм пурăнни те куç кĕретех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика