23 ноября 2013 г.
Пурнăç телейне ăсчахсем ĕлĕкренех тĕрлĕ формулăпа палăртаççĕ. Шучĕ те çук пулĕ вĕсен, çавăнпа пурне те асăнмăпăр. Анлă сарăлнисенчен пĕри вара çапла янăрать: "Ирхине çыннăн чунĕ ĕçе туртăнать пулсассăн, каçхине вăл тăван киле çемье ăшшине туйма васкать пулсассăн, çав çын чăннипех те телейлĕ".
Пирĕнтен чылайăшĕ çакăнпа килĕшет ĕнтĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Наталия Алексеевна Путякова пирки те çапла çирĕплетсе калани тĕрĕсех пулĕ. Çакна, ахăртнех, вăл вĕрентнĕ ачасем те, пĕрле ĕçлекенсем те ĕнентерĕç.
Яштака кĕлеткеллĕ, ялкăшса тăракан ырă куçлă, вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртỹллĕрех йĕркелес тесе ырми-канми шыравра кун кунласа çĕр çĕрлекен педагогсенчен пĕри вăл Наталия Алесеевна. Хăйĕн пуян чунлă пĕлỹ çăл куçĕнчен шăнкăртатса тухакан сывлăм пек таса кĕмĕл пĕрчисене вунă çул ытла ĕнтĕ ачасене парнелет. 2006-мĕш çултанпа ĕçлет вăл Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта. Хăйĕн ĕç стажне вара Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче туптама пуçланă. Ултă çул ĕçленĕ хыççăн Патăрьел район каччипе çемье çавăрать. Йĕппи ăçта, çиппи çавăнта ĕнтĕ. Путяковсем Патăрьелне куçса килеççĕ. Ĕç шыраса Наталия Алексеевна районти пĕрремĕш шкул алăкне пырса шаккать. Кунта ăна кĕтсех тăнă тейĕн, хаваспах йышăнать коллектив çĕнĕ вĕрентекене.
Наталия Алексеевна шкула кашни кун уява кайнă пек савăк кăмăлпа утать. Ачасене, хăйĕн ĕçне юратни ăна чунне парса, хавхаланса ĕçлеме хистет. Пĕрремĕш кунран пуçласах вăл хăйĕн ăшă куллипе, ачасен кăмăлне те, ашшĕ-амăшĕнне те хăйне май çавăрма, тыткăнлама пултарать çамрăк вĕ-рентỹçĕ. Çирĕп ыйтакан учитель тăрăшулăхне пула чăваш чĕлхи ачасен хисеплекен предмет пулса тăрать. Çакă шкул директорĕ кашни предмета пĕр шая лартса вĕрентме хистенипе те çыхăннă. Наципе регион компоненчĕ шутне кĕрекен предметсем вара ачасенче гражданин тата патриот туйăмĕсене аталантарас ĕçре уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Чăвашла пач пĕлмен ачасене чăвашла уçăмлă калаçма тата пуплеве тĕрĕс йĕркелеме вĕрентмешкĕн çăмăл мар. Чи кирли _ чĕрĕ калаçăва хăнăхтарса пырасси. Çак тĕллеве тухăçлă пурнăçласа пырасси вара усă курмалли сăмахсен йышне тăтăш ỹстерсе пынинчен чылай килет. Ачан калаçу лексики пуянлантăр тесе тĕрлĕ мелпе усă курать.
Интерактивлă технологисен никĕсĕ çинче йĕркелесе ирттерекен ĕçлĕ вăйăсем, тренингсем, диспутсем тата ытти мелсем ачасене кăсăклантарса ямалли, вĕренỹри мотивацине ỹстермелли паха формăсем пулса тăчĕç. Анчах та урокĕ-урокĕпе пĕр ĕçпе ларассинчен питĕ асăрханма тăрăшать Наталия Алексеевна. Ачасем ывăннине, вĕсен кăсăклăхĕ сĕ-вĕрĕлме пуçланине сиссенех урăх ĕç форми çине куçать. Пур ачана та урок юхăмне кĕртсе яма пултарать. Ачасем хăйне хисеплени куç кĕрет. Сасса хăпартмасăрах ачасемпе пĕр чĕлхепе калаçать. Ачасене яланах хавхалантарса пырать, вĕсен кăмăлĕсене ырă туйăмсемпе тултарать, вĕрентỹ меслетне улăштарса, çĕнетсе тăрать. Ыранхине, пулассине курма вĕрентет.
"Эпĕ хамăн ĕçе юратмаллипех юрататăп. Ачасем куçран чăр-чăр пăхса ларни, тимлĕн итлени мана савăнтарать, хавхалантарать. Вĕсемпе пĕрле кашни кун мĕн те пулин çĕннине пĕлес килет. Эпĕ хамăн вĕрентекенсене ăс паратăп, вĕсем мана вĕрентеççĕ, пĕрле вара эпир кашни кун пĕчĕк çитĕнỹ тăватпăр, аслă пĕлỹ тĕнчине çул хыватпăр", _ хавхаланса пĕлтерет Наталия Алексеевна хăйĕн кулленхи ĕç опычĕпе паллаштарнă май.
Тăрăшуллă вĕрентекенĕн ĕçĕ те ăнса пырать. Унăн ачисем чăваш чĕлхине юратсах вĕренеççĕ, шкул, район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсене, конкурссене, конференцисене хутшăнса темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Ачасен ĕçĕсене пĕр çĕре пухса портфолио туса пырать. Çав материалсемпе уроксенче тăтăш усă курать, ашшĕ-амăшне те паллаштарать. Паллах, ачасем тăрăшуллă пулни вĕсене те савăнтарать.
Шкулти чăваш чĕлхи учителĕсен ММО руководителĕ пулнă май хăйĕн опычĕпе пурне те хаваспах паллаштарать, хăй те ыттисенчен вĕренме тăрăшать.
Н. А. Путякова _ 7-мĕш класс ертỹçи. Кашни ачан кăмăлĕпе ăс-хакăл уйрăмлăхĕсене витĕр курса тăрать. Вĕсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма хăнăхтарассине мала хурса ĕçлет, хĕрхенỹлĕхпе ăш пиллĕх, тỹсĕмлĕхпе сапăрлăх туйăмĕсене аталантарса пыма тăрăшать. Кашни ачашăн амăшĕ вырăнĕнче. Ахальтен мар пулĕ иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Самый классный классный" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Çавăн пекех районти чи пултаруллă çамрăк специалист ята та илме пултарчĕ. Пурнăç таппипе тан пыма тăрăшать вĕрентекен. Хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес тесе вăхăтра курссысене каять, тĕрлĕ семинарсене хутшăнать, хаçат-журналпа, интернет ресурссемпе çыхăну тытать.
Учитель ĕçĕ çăмăл мар. Ĕç кунĕ те виçесĕр: уроксем хыççăн _ тĕрлĕ мероприяти, тĕрĕслемелли тетрадьсен купи, тепĕр куна хатĕрленмелле, хăвăн çемйỹ валли те чун ăшшине хăвармалла. Ĕç кунĕ вĕçленсенех тăван киле васкать. Ăна унта юратнă мăшăрĕ, ывăлпа хĕрĕ кĕтеççĕ. Пысăк телее тивĕç вăл. Мухтанас, ыттисенчен уйрăлса тăрас тĕллевпе пурăнмасть вĕрентекен. Чунпа ырă та таса пулни çутăлăхпа ăшăлăх патне хистет.
Юлашкинчен сăмах тĕввине тĕвĕленĕ май хамăн шухăш тĕшшине палăртасшăн. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕте тĕпре тытса, килĕшнĕ ĕçре вăй-хал хурсан, çумри çынсемпе яланах ырă пулса вĕсене савăнăç кỹрсен, юратнă çын йывăрлăха пăхмасăр юнашар утсан _ телей хăех килет.
С. КУЛАКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)