20 ноября 2013 г.
Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садĕнчи "Хаваслă вĕлле" ушкăнри ачасем С. Романова воспитательница ертсе пынипе амăшĕсем валли уяв каçĕ йĕркелерĕç. Унта чăвашла, вырăсла тата тутарла сăвăсем вуларĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. "Виçĕ анне" сценка пурне те килĕшрĕ.
Аслисемпе çитĕнекен ăру хушшинче тĕрлĕ конкурс иртрĕ: кам хăвăртрах ачана тумлантарнине, куçа хупса хăшĕ маларах чечек ỹкернине пĕлчĕç. Ачасем амăшĕсене хăйсем тунă илемлĕ парнесемпе савăнтарчĕç.
М. Горький "хĕвелсĕр чечек ỹсмест, юратусăр телей çук, хĕрарăмсăр юрату çук, аннесĕр сăвăçсем те, паттăрсем те çуралмаççĕ" тени тĕрĕсех çав.
"Яланах кулăр, телейлĕ пулăр, юратнă аннесем", _ тесе вĕçлерĕç уява ачасем.
В. ГАВРИЛОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)