Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пултарулăх ỹсет

13 ноября 2013 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта районти вĕрентỹ учрежденийĕсенчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта çак шкулти Н. Путякова ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Наталия Алексеевна _ районти çамрăк учительсенчен пĕри, пĕрремĕш квалификаци категориллĕ. Унăн ĕçри кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Уроксенче вăл ачасен ỹсĕм çитĕнĕвĕпе чĕлхе тата калаçу мелне аталантарас енĕпе сахал мар ĕçлет. Вĕрентỹпе воспитани ĕçне патшалăх стандарчĕпе килĕшỹллĕн туса пырать. Çавăнпа ачасем чăваш чĕлхине юратаççĕ те. Хăнасем умĕнче учитель саккăрмĕшсемпе "Тăван çĕр-шыв" темăна пăхса тухрĕ. Вĕренекенсем ушкăнсем çине уйрăлса ĕçлерĕç: вуларĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, кластерсем, таблицăсем хатĕрлерĕç, доска умĕнче ĕçлерĕç, фразеологизм пĕлтерĕшне ăнлантарчĕç. Сценка кăтартма та вăхăт хăварчĕç. Кашни ача урокра çыншăн тăван çĕр-шыв хаклă пулнине, тăван енте хĕвел те ăшшăн çутатнине тарăннăн ăнланчĕ.

Н. Путякова вĕренекенĕсем районти тата республикăри конкурссенче, олимпиадăсенче час-часах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Вĕрентекен класс тулашĕнчи ĕçе те илсе пырать. Унăн дидактика лабораторийĕ те пуян.

Ăсталăх ушкăнĕн членĕсем учитель пултарулăхне район шайĕнче сарма кирлине палăртрĕç.

Е. СОФРОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика