Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кадетсен йышĕ ỹсрĕ

06 ноября 2013 г.

 Çак кунсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта асра юлмалли мероприяти иртрĕ: кăçал пĕрремĕш класа килнĕ тепĕр 26 ачана кадетсен шутне илчĕç. Хальхинче йăрăм кĕпеллĕ моряксен тумне тăхăнса тупа тăвакансем _ Ирина Ялукова çамрăк учительница ертсе пыракан 1 "в" классем. Пурĕ вара шкулта тинĕс-çар тумне аса илтерекен тумпа çỹрекенсем 52ĕн.

Ĕнер çеç тенĕ пек ача садĕнчен уйрăлнă шăпăрлансем сцена çинче хăйсене тытма та вĕренсе çитеймен пулин те, çамрăк моряксен присяга сăмахне пурте çирĕп вĕренсе çитнĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ _ лайăх вĕренесси, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пуласси, ваттисене хисеплесси, юлташа йывăрлăхра пулăшасси... "Пурте _ сирĕн алăра" текен лозунгпа ялава йышăннă май, тăвалла пулсан та малаллах ишме шантарчĕç кадетсем.

_ Хамăр енчен эпир те тупа тăватпăр: май пур таран сире çитĕнỹ тума пулăшса пыратпăр, _ терĕ çирĕппĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева кадет класне çĕнĕ ят илнĕ сăлтавпа саламланă май.

Мероприятине Чăваш Республикинчи тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕ В. Крюковский, Шупашкарти Кочетков ячĕллĕ кадет шкулĕн директорĕ Вячеслав Илюткин ентеш, районти "Тинĕс юлташлăхĕ" общество организацийĕн хастарĕсемпе моряк ветерансем, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ, шкулти çарпа патриот клубĕн членĕсем хутшăнчĕç. Аякран килнĕ хăнасемпе пĕрлех тинĕс хумне аса илтерекен шурăпа кăвак йăрăмлă тум тăхăнса мăя çавнашкалах галстук çыхнă ачасене кадет класĕсен кураторĕ Ю. Яковлев иккĕмĕш рангри капитан, районти моряксен общество организацийĕн ертỹçи А. Казенов, Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ пачăшки Петр протоиерей тата ыттисем те саламларĕç. Шкулти юрă-ташă ăстисем вара пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика