09 октября 2013 г.
ТУНТИ КУН ирех хаçат редакцине пĕр хĕрарăм пăшăрханса шăнкăравларĕ. Ача амăшĕ Патăрьелĕнчи тĕп ача садĕнче ку таранччен те ăшă паманни пирки пăлханать. Ăна питĕ ăнланмалла: урамра çу кунĕсем мар-çке. Ирĕн-каçăн самай сивĕ.
_ Кăçалтан хутса тăмалли йĕркене "Водоканал" çинчен хамăр çине куçарса çĕнĕ котельнăй тунă май батарейăсене вĕри шыв яма каярах юлтăмăр. Çакнашкал пăтăрмах маларахри çулсенче нихçан та пулман. Проблемăна паян-ыранах татса паратпăр. Кун пирки влаç органĕсем те пĕлеççĕ. Йывăрлăхра ачасем шăнса ан пăсăлччăр тесе вăхăтлăха ушкăнсене пĕрлештернĕ, пỹлĕмсене электроприборсемпе ăшăтса вăтамран 18-19 градус ăшă тытса тăратпăр,_ пĕлтерчĕ пире Н. Туктанова ача сачĕн заведующийĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)