18 сентября 2013 г.
Пуçласа ача садне каясси çитĕнекен ăрушăн хумхануллă та кĕтнĕ тапхăр. Çавăнпа ачана унта яма малтанах хатĕрлеме тытăнмалла. Чылайăшĕ малтанласа садикре ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса юласшăн мар. Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх, ача йĕрет е çывăх çыннинчен çакăнать пулсан _ çакă йĕркеллех. Çавăнпа та аслисен вăл вăхăтра чăтăмлăх кирлĕ, ачана кăшкăрса вăрçса тăкмалла мар, ерипен çĕнĕлĕхе хăнăхма пулăшмалла.
Малтанласа ăна садик тĕлне кăтартсан, унта ыттисем вылянине сăнаттарсан, вĕсем мĕн туни çинчен калаçусем ирттерсен, çитĕнекен ăру интересленме, ушкăна туртăнма тытăнать.
Тепĕр лайăх меслет _ тĕрлĕ сăнарлă вăйăсем. Тĕслĕхрен, пукане, упа çури е урăх теттесем илсе вĕсемпе кунран-кун ача садĕнче пулнă пек выляттармалла. Ывăлăра е хĕрĕре воспитательсемпе, унта çỹрекенсемпе, вылямалли пỹлĕмсемпе тата теттисемпе паллаштармалла.
Ачана ỹссе пыни, ашшĕпе амăшĕ куллен ĕçе çỹренĕ пек унăн та садике куллен каймаллине ăнлантармалла.
Амăшĕ малтанласа ачине ушкăна кĕртсе хăварать çеç пулсан, вăл хăйне йывăр туять. Çав вăхăта килетĕп (тĕслĕхрен 5 сех.) тесе калани те уншăн ăнланмалла мар. Апла пулсан маларах тĕплĕн кун йĕркипе паллаштармалла. Эсир кунта вылятăр, унтан çиетĕр, çывăрса канатăр, тепре апатланатăр, унтан кăштах вылясан эпĕ сана илме килетĕп темелле.
Хăйне ыттисенчен ют ан туйтăр тесен килти юратнă теттине садика хăйпе пĕрле илсе килме пултарать. Кун каçа лайăх тытнăшăн хавхалантарма мĕн те пулсан илсе паратăп тесе сăмах пама пулать, анчах сăмаха тытмалла.
Киле кайма вăхăт çитсен ашшĕ-амăшĕн ачапа кун мĕнле иртни çинчен калаçу пуçармалла, çини, çывăрни çинчен çеç мар, ыттисемпе вылянипе, паллашнипе те интересленмелле.
Каçхине каллех садикре мĕнле туйнине, мĕн интереслĕ пулнине, мĕн пăшăрхантарнине ыйтса пĕлмелле.
Пĕрремĕш çул ачасемшĕн _ йывăр тапхăр. Хăшне-пĕрне хăнăхма ик-виçĕ эрне кирлĕ, теприсене ик-виçĕ уйăх е çур çул та сахал. Ун пек чухне ачана хăнăхиччен садикра çур кун çеç тăратма та юрать.
Ф. МАРКИДАНОВА, "Юмах" ача сачĕн воспитательници
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)