07 сентября 2013 г.
Патăрьелĕнче пурăнакан Николаевсен çемйинче иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче икĕ ывăл танк çинче службăна ирттернĕ.
Малтан Василий Григорьевич тăшман сехрине хăпартакан хăватлă çар машинине çỹретнĕ. Тăван киле ырă сывлăхпа таврăннă хыççăн шăллĕ Николай Григорьевич (сăмах май, вăл кăçал "Районти чи лайăх энергетик" чыслă ята тивĕçрĕ) эстафетăна малалла тăснă _ Китай чиккинче танк командирĕ пулса Конституци тивĕçне пурнăçланă.
Шăпах çак икĕ пĕр тăван пуçарнипех хĕрĕх çул ĕнтĕ районта сентябрĕн иккĕмĕш вырсарнийĕнче Танкистсен кунне районĕпех пуçтарăнса паллă тăвасси йăлана кĕнĕ те.
Вĕсем ăна кăçал та малалла тăсасшăн иккен _ ыран çар комиссариачĕ умне Афган вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă ИС-3 йывăр танк умне 10 сехет тĕлне пухăнма палăртнă. Кун йĕркинче яланхиллех _ тăван çĕр-шывăн никама пăхăнманлăхне сыхласа пуçне хунă янташсен ячĕпе чĕрĕ чечексем хурасси, кăмăллă аса илỹсем, вĕри чей...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)