31 августа 2013 г.
Ырă ĕçĕн хакĕ яланах пысăк. Ку таранччен Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи 18-мĕш çурт картишĕнчи çак вырăнта ăпăр-тапăр сапаланса выртнисĕр пуçне нимĕн те пулман. Паян вара кунта шăпăрлансемшĕн чăн-чăн юмах тĕнчи тейĕн. Çуртра пурăнакан Вероника Антонова хастар пуçарулăхĕпе чăн-чăн ача-пăча площадки туса хунă. Тĕрлĕ тĕслĕ картасемпе капăрлатнă лаптăкра мĕн кăна çук-ши! Ĕлĕкхи асатте-асанне вăхăтне аса илтерекен çил арманĕ, кăнтăрта ỹсекен пальма йывăçĕ, мулкач-пакшийĕ, тĕрлĕрен кĕлеткесем... Чиперкке çаксене пурне те пушă пластик савăтсенчен ăсталанă. Вĕсене пуçтарма тата тирпейлеме вара амăшĕпе мăшăрĕ пулăшнă, хăш-пĕр кỹрши-арши те айккинче тăман.
Ял тăрăх администрацийĕ хăш-пĕр стройматериалсемпе пулăшнă. Ачăрсемпе мăнукăрсем унта та кунта çапкаланса ан çỹреччĕр тесен, çакнашкал хăтлă кĕтесе эсир те тума пултаратăр
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)