24 августа 2013 г.
Шап-шурă пулнăран Патăрьелĕнчи акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн ĕне-выльăх витисем инçетренех курăнаççĕ. Ферма çывăхнерех пынăçем территоринче те тирпейлĕх хуçаланни сисĕнет.
- Çăва тухсанах ĕнесене кĕтĕве кăлартăмăр. Çу кунĕсем хăвăрт иртеççĕ, çавăнпа тỹрех юсав ĕçĕсене пуçăнтăмăр. Елчĕк районĕнчи Шăмалакри уйрăм предприятинче вăй хуракансем килсе стенасене шуратса дезинфекцилерĕç, - тет А. Полякова тĕп зоотехник. Вăлах ферма заведующийĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать.
Витесенче таса, кашни япала хăй вырăнĕнче. Вăхăтра санитари кунĕсене ирттернĕрен чỹречесенчен хĕвел шевлисем лайăх кĕреççĕ. Унта та кунта эрешмен картисем курăнмаççĕ. Транспортер кирлĕ пек ĕçленĕрен тислĕке çийĕнчех кăларса пыраççĕ. Чир-чĕр ересрен пĕчĕк пăрусен читлĕхĕсене çуса, шуратса тăраççĕ.
-Хĕле валли выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшрăмăр: 500 тонна патнелле утă, 3 пин тонна яхăн сенаж янтăланă. Улăма ферма çывăхнех купаласа хунă. Пăхман выльăх продукци памасть, çавăнпа та паян пĕр ĕне пуçне симĕс курăк 50 килограмм, тăватă килограмм çăнăх лекет. Улăма картана çителĕклĕ тăкатпăр, - сăмаха малалла тăсать Алена Ивановна.
Сăмах май, пĕрлешỹре тăрăшакан пур доярка та иртнĕ çулталăкра пĕр ĕнерен 5 пин ытла килограмм сĕт суса "Пилĕк пинлисен" клубне кĕнĕ. Çитĕнỹсем пĕр çын тăрăшнипе мар, коллектив пĕр çын пек пулса килĕштерсе, кашни хăйĕн яваплăхне туйса ĕçленипе пулнине палăртать А. Полякова.Тĕрĕсех калать 34 çултах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ ята тивĕçнĕ хĕрарăм. Акă, Д. Аврелькин ветеринарпа А. Казенов ветфельдшер выльăхсем чирлесрен профилактика мероприятисене вăхăтра ирттереççĕ, йăшнисене çийĕнчех сиплеме пуçăнаççĕ. Вĕсене кăнтăрла кăна мар, каçпа та фермăра курма пулать: ĕне йывăртарах пăрлать-и е сарăмсăр вĕриленнĕ-и - тỹрех тухтăрсене чĕнеççĕ.
В. Убаев осеменатор та хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Выльăха вăхăтра йăхтарса хăварсан çеç продукци илесси лайăхланнине питĕ лайăх ăнланать вăл. Кăтартусем вара чăннипех те савăнтараççĕ: пĕлтĕр 100 ĕнерен 101 пăру илнĕ.
-Фермăра ĕçлеме условисем пур. Сĕт пăрăх тăрăх тỹрех холодильнике каять. Пахалăхĕ пысăк пулнăран хакĕ те аван. Ĕнесем паракан продукцирен куллен укçа кĕнине шута илсе выльăх йышне çуллен ỹстерсе пыратпăр. Август тĕлне сăвăнаканнисен шутне 260-а çитертĕмĕр. Малашне вĕсем 400тен кая мар пулĕç. Йышлă выльăха усрама çĕнĕ хуралтăсем кирлĕ, çавна май халь хуçалăхра тăватă ретлĕ, 200 ĕне вырнаçмалăх вите тума пуçăннă. Ăна хура кĕркуннеччен хута ямалла, - тет А. Полякова кăмăллăн.
Коллективра яш-кĕрĕм чылаййи те савăнтарать. Вĕсем аслисемпе канашласа, килĕштерсе тăрăшаççĕ. 35 çул фермăра вăй хуракан В. Кошкинаран чăнах та вĕренмелли нумай. Унăн опычĕ те пысăк, пурнăç хури-шурине те чылай курнă. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та Валентина Николаевна хăнăхнă сукмака паян та такăрлатать. Н. Чермасов скотник улттăмĕш теçеткерен иртнĕ пулин те, йышран уйрăлма васкамасть. А. Грачев, А. Хамитов, О. Кошкина çамрăксем пирки те ырăпа çеç каламалла. Выльăх тытаканăн тути çуллă тесе ĕлĕкхи ватăсемех каланă. Каларăш халь те хăйĕн вăйне çухатман.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)