Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Виççĕмĕш ачашăн - тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ

31 июля 2013 г.

  Юлашки çулсенче çамрăк çемьесене "йăва" çавăрма, хăйсем суйласа илнĕ вырăнта тĕпленме пулăшас тĕллевпе патшалăх тĕрлĕрен çăмăллăхсем парать. Вĕсенчен пĕри- 2011 çулта июньте кăларнă 138-мĕш федераллă саккун. Унпа килĕшỹллĕн патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕ шутланакан çĕрсенчен уйăрса нумай ачаллă çемьесен çурт-йĕр çавăрма тавăрса памалла мар условипе çĕр лаптăкĕ илме ирĕк пур. Çакăн валли мăшăрсем çырăнни, çав ял тăрăхĕнче пурăнни, заявлени панă вăхăтра ачисем вун сакăр çул тултарманни çеç кирлĕ. Тỹрех каламалла, районти ял тăрăхĕсенче саккунăн çак çăмăллăхĕпе усă курас кăмăллисем нумай мар. Мĕншĕн тесен пĕрисен амăшĕн, теприсен кукамăшĕн çурчĕсем пушаннă, виççĕмĕшĕсем валли пурлăха тахçанах пехиллесе хунă тата ытти те. Урăхла каласан, çамрăксен пĕр утăм тумасăрах, чупмасăрах çĕр хатĕр темелле.

Ку тĕлĕшпе район центрĕнче вара ĕç-пуç урăхларах. Саккун вăя кĕнĕренпе Патăрьел ял тăрăхĕнче, ыйту кĕрсе пынă май, сакăр çамрăк мăшăра 15-шер сотăй çĕр харпăрлăха пани çинчен ĕнентерекен документсем тыттарнă. Вĕсенчен виççĕшĕ - Гагарин тăкăрлăкĕнче. Ытти вырăнсем вара Славян урамĕнче. Çывăх вăхăтра çамрăксем çурт-йĕр çавăрса килти хушма хуçалăхпа пурăнасшăн.

Мал ĕмĕтлисем тата та пур-ха.Поселени администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, черетре тепĕр вунă çемье тăрать.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика