Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тĕреклĕ предприятире ĕç нумай

20 июля 2013 г.

 Патăрьел ялĕн хĕвел тухăç енчи Пăла юхан шывĕ çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче тăватă-пилĕк çул каялла тĕрлĕ çум курăк ашкăратчĕ. Вăхăтĕнче çĕр улми, кишĕр, сухан çитĕнтерме шут тытнă уйрăм çынсем япăхтарса ячĕç ăна. Иртен-каян кăмăлне те пăсатчĕ вăл. Паян вара çакăнти çĕр лаптăкĕшĕн никамăн та пичĕ хĕрелмĕ. Лăпкă çилпе пĕр тикĕссĕн хумханса ларакан тыр-пул, севок-сухан, пĕр çул ỹсекен курăк анисем таса та тирпейлĕ. Килес çула та мăян вăрри те тăкăнмасть, пиçенпе хур хуххи те хир хуçисем пулаймаççĕ.

- Пулăхлă çĕр тăвас тесе сахал мар тар тăкма тиврĕ,- пирĕн шухăша вуласа сăмах пуçарчĕ "Корма" предприяти ертỹçи И. Владимиров.-_ Тăрăшни сая каймарĕ. Акнă-лартнă культурăсен тухăçĕ те аванах тухассăн туйăнать. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çумăр çуманран анасене сарă тĕс çапрĕ. Пирĕн ем-ешĕлех-ха. Паллах, вăхăтра кăштах шăварни те пулăшрĕ. Çакна республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев аслă çулпа иртсе кайнă чухне те палăртмасăр хăварма пултараймарĕ. Пурăнатпăр-ха. Юлашки сăмахне çирĕппĕн пусса калать Иван Петрович.

Сăлтавĕ те пур. Предприяти иртнĕ çула 2 миллион та 224 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ. Штатра 15 çын шутра тăракан организацишĕн самай пысăк кăтарту-çке çакă.

Укçа-тенкĕпе пĕлсе сыпăнса пурăнаççĕ кунта. Ĕçлекенсемпе çийĕнчех татăлса пыраççĕ. Налук парăмĕсем çук. Куллен кассăна кĕмĕл кĕртме май паракан çăл куçсене шыраççĕ. Паян предприятинче 46 шултра выльăх пур. Вĕсенчен 23-шĕ - сăвăнакан ĕнесем. Иртнĕ çул сĕт сăвассине 5000 килограмран та ирттернĕ. Кăçалхи кăтарту та савăнтарать. Çур çулта пĕринчен 3026 килограмм сума пултарнă. Кĕтĕве çĕнетессине тĕпе хураççĕ. Акă, пĕлтĕр Шăмăршă районĕнчен ăратлă пилĕк пушмак пăру туяннă. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăваттăн ĕçлеççĕ.

Çителĕклĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлеме май пур хуçалăхра. Пĕр çул ỹсекен курăксене çулса 100 тонна утта типĕ хуралтă айне кĕртнĕ.

Техникăшăн та çын патне кайса йăлăнăсси çук. Паркра тĕрлĕ маркăллă 4 çĕнĕ трактор ларать. Вĕсемсĕр пуçне Т-25, Т-150, икĕ ГАЗ-53 автомашина, "Нива" комбайн пур. Кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем çителĕклĕ. Çывăх вăхăтра "Полесье" комбайн туянасшăн. Хăш-пĕр хатĕр-хĕтĕре хăйсем ăсталама маçтăр. Акă, севок йăранĕсем хушшине çыракан агрегата та çак меслетпех тунă. Сарлака çĕртине çеç мар, ансăр вырăнти çум курăка та ỹсме памасть вăл. Çĕре те кăпкалатса пырать. Ĕлĕкрех çакнашкал рационализаторла сĕнỹ паракансене мухтаса пĕтереймен.

Тỹшеккине кура урана тăсма сĕнеççĕ. Хуçалăхра та çавах. Çĕр лаптăкне пĕчĕккĕн ỹстерсе пыраççĕ. Районти хăш-пĕр хуçалăхсем юхăнса кайрĕç. Маларах уйрăм çынсен çĕр лаптăкĕсене те сухаласа-акса тăратчĕç вĕсем. Халĕ хевте çитереймеççĕ пулас: кашни çыннăн килте техника çук. Çавăнпа арендăна параççĕ. "Корма" предприятипе килĕшỹ тăвакансем районти виçĕ ял тăрăхĕнчен тупăннă - Çĕнĕ Ахпỹрт, Тури Туçа, Патăрьел. Вĕсене кĕркунне утă-улăмпа, тырăпа тивĕçтереççĕ.

Çуллахи вăхăтра хушма ĕç алли кирлех. Çак кунсенче севок анинче йышлăн ĕçлерĕç. Тỹлевĕпе кулленех татăлса пыраççĕ. Ĕçлес шутлисем сахалăн мар. Пĕлтĕр Упамсаранах килсе çỹретчĕç. Кăçал Сăкăтсемпе Алманчăсем хастартарах. Урапана- хĕлле, çунана çулла юсама хушаççĕ. Ал-ура çавăрнă май предприятинче юсав ĕçĕсем те чарăнмаççĕ. 100 метрлă склад тăррине улăштарма пикеннĕ. Тырă хурĕç унта. Пурте кирлĕ-çке. Хăпăл-хапăл кĕркунне сутса яни тивĕçтермест. Паян, акă, тулла килограмне 10 тенкĕ е ытларахпа та ăсатма пулать. Сентябрь-октябрьте вара вăл çурма хак çеçчĕ. Утă та пикенсех хатĕрлеççĕ. Сутлăх та пур. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕç вĕрет предприятинче. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртнĕ хыççăн çĕр улми ани кĕтет. Унтан çĕртме сухи пуçланать. Кĕрхи культурăсем акма вара халех çĕр ха-тĕрлеме пуçăннă. Хăш культурăна мĕн чухлĕ пухса кĕртме пултарассине маларах шута илсе ăна вырнаçтарссипе ĕçлеме пуçăннă ĕнтĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" Казахстанра, Самарта, Саратовра кăмăллаççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем "Юрма" агрохолдинга, "Чувашский бройлер" предприятине кирлĕ. Туянакансем пур. Çитĕнтермелле те çитĕнтермелле.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика