17 июля 2013 г.
Район прокуратури уйрăм усламçăсем ĕç Ко-дексне мĕнле пăхăнса ĕçленине час-часах тĕ-рĕслесе тăрать. Çак тĕллевпе районти налук инспекцийĕн, пенси фон-чĕн сотрудникĕсемпе пĕрлехи рейд ирттересси те планпа килĕ-шỹллĕн пулса пырать. Кăçалхи çур çулта тĕрĕслев вăхăтĕнче предпринимательсем хăйсем патĕнче тăрăшакансене килĕшỹ тумасăр ĕçе илнине, вĕсене ĕç кĕнекисĕр, федераллă саккунпа килĕшỹллĕн тĕрлĕрен взноссене куçармасăр тỹленине тупса палăртнă.
Акă, Патăрьелĕнчи "Мечта" сĕтел-пукан салонĕнчи О. Прохорова предприниматель те хăйĕн патĕнче бухгалтар тата продавец-кассирта тăрăшакана çакнашкал "хура" меслетпе ĕçлеттернĕ. Вăл çеç те мар, РФ Ĕç кодексĕн 136 статйин 6 пункчĕпе килĕшỹллĕн работниксен шалăвне уйăхне икĕ пая уйăрса тỹлемен.
Йĕркене пăхăнса ĕçлеменшĕн тĕрĕслев итогĕпе саккунпа килĕшỹллĕн асăннă хуçа пирки административлă ĕç пуçарнă, 1800 тенкĕ штраф панă.
Çак сăлтавпах О. Катырева препринимателе те айăплама тиврĕ. Ăна та административлă право йĕркине пăснăшăн айăпланă.
Ĕç укçине тỹлес тĕлĕшпе çыхăннă пăтăрмахсене татса пама район прокуратуринче иккĕмĕш çул ĕнтĕ "хĕрỹ лини" телефонсем ĕçлеççĕ. Хăвăра пăшăрхантаракан ыйтусене эсир 6-25-49 тата 6-17-51 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
В. ПУТЯКОВ, район прокурорĕн пулăшуçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)