08 июня 2013 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Чулпан Галялетдинована коллективра лайăх енĕпе çеç пĕлеççĕ: вĕренỹ отличници, пысăк хастар, районта иртекен чылай олимпиадăсен призерĕ, спортсмен, Республика Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ...
Унсăр пуçне чиперкке тĕрлĕрен конкурса та ал хапăлах хутшăнать. Сăмахран нимĕç фашисчĕсене Сталинград хулинче çапса аркатнăранпа 70 çул тултарнă ятпа вăл кунти çапăçăва хутшăннă аслашшĕ пирки çырнă паха сочиненипе малтан район шайĕнче, кайран вара республикăра çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕ.
9 б класра вĕренекен хĕрача хальхи вăхăтра экзаменсене те кăтартуллă тытса пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)