Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Пограничник ман пичче, Хĕвел тухăç чиккинче…"

01 июня 2013 г.

 Майăн 28-мĕшĕнче, шăпах пограничниксен кунĕнче, Патăрьелĕнчи кану паркĕнче районти мĕн пур пограничниксем пĕр шухăшлă пулса чикĕ хуралçисен çарне туса хунăранпа 95 çул çитнине халалласа ятарлă палăк уçрĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче симĕс карттуслă салтаксем сахалăнах та мар: 300 ытла çын. Чылайăшĕ йĕркелỹ комитечĕ янă йыхрава хаваспах йышăннă - парка халăх питĕ йышлă пухăнчĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, Патăрьел ял пуçлăхĕ А. Моисеев, Çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ П. Васюков, район прокурорĕ Ю. Фуражников тата ыттисем те хутшăнчĕç, паллă кун ячĕпе саламларĕç.

Палăкăн сылтăм енче - Турă Амăшĕн Державнăй Иконĕ ячĕллĕ чиркỹ. Хута кайнă хыççăн вăл истори пĕлтерĕшлĕ ытти палăксене те хăйĕн хỹтлĕхне илĕ. Çулсем иртнĕçемĕн район центрĕн кану вырăнĕ те, Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнисем ветерансемпе пиртен уйрăлнă моряксене асăнса палăк лартнă "Арбат" урамĕ те халăхшăн илĕртỹллĕ вырăнсем пулĕç.

Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ пограничниксене, мероприятие пуçтарăннисене çак шухăша çирĕппĕнех каларĕ.

Районти çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ П. Васюков пирĕн тăрăхри каччăсем чикĕ хĕрринче хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине пĕлтерчĕ, ветерансене хăйсен пĕрлĕхне малашне те çирĕп тытса тăма ăнăçу сунчĕ.

Уявăн иккĕмĕш пайĕ чикĕ хуралçисене тата ытларах хавхалану кỹчĕ. Виççĕр ытла ветерана "За службу на границе" тата "95 лет пограничной службе ФСБ России" медальсем парса чысларĕç.

Симĕс карттуслисем хăйсен уявне тăруках вĕçлемерĕç: Шупашкартан килнĕ артистсен тата Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн сцена ăстисен юрă саламĕсене киленсе итлерĕç, пĕрле ларса чей ĕçрĕç, салтак пурнăçне аса илчĕç.

СĂМАХ МАЙ КАЛАСАН...

Çакнашкал мероприятие йĕркелес тĕлĕшпе районти салтаксенчен моряксем кăтартуллисем пулчĕç: виçĕ çул каяллах кар тăрса палăк лартрĕç. Халĕ тата, ав, пограничниксем. Ырă пуçарăва десантниксем, ракетчиксем тата ыттисем те хапăл тăвасса шанас килет.

А. Егорова.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика