29 мая 2013 г.
МАЙĂН 24-мĕшĕнче районти чылай чиркỹсенче славян çырулăхĕпе культурин кунне паллă турĕç. Унăн никĕслевçисем IХ ĕмĕрте пĕрремĕш азбука шутласа кăларнă Кирилпа Мефодий çветтуйсем шутланаççĕ.
Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ Турă çуртĕнче те çак праçник ячĕпе литурги ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕпе выпускниксем вара патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма пулăшу ыйтса çурта лартнă.
Кăнтăрла Алексейпе Петр протоиерейсем ертсе пынипе кĕлле çỹрекенсем Турă Амăшĕн Державнăй Иконĕ ячĕллĕ чиркỹ патне çитиччен хĕреслĕ çул çỹрев йĕркеленĕ.
Çак кунхине районти тĕп библиотекăра ЧПУ филиалĕн студенчĕсемпе славян çырулăхĕ 1150 çул тултарнă ятпа "В память о святых учителях" ятарлă калаçу йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)