25 мая 2013 г.
Патăрьелĕнче хитре-хитре вырăнсем нумай. Акă, Шупашкартан килекен трассăран район центрне пăрăнса кĕнĕ çĕрте пурне те хапăллăн кĕтсе илекен "паттăр" стелла халь пĕр çемье çулĕпе утма шухăшланă çамрăк мăшăрсен, шкулпа сыв пуллашакан вĕренекенсен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Çулла урампа утса пыма кăмăллă: сип-симĕс ешерекен курăк, хĕрлĕ, сарă, кăвак тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Ывăнсан, канма саксем пур. Çар комиссариачĕ е Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркỹ патĕнче вырнаçнă Кану паркĕнче те час-часах çынсене курма пулатчĕ. Районти тĕп больницăра чылай çул вăй хуракан И. Хитров каланă тăрăх, ку йывăçсене 1965-1966 çулсенче комсомолецсемпе çамрăксем, организаци-предприятинче вăй хуракансем лартнă. 2004 çулта район администрацийĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн вăл "Кану паркĕ" ята тивĕçнĕ.
Шурă кĕпеллĕ, симĕс тутăр çыхнă, хăлха алки çакнă хурăнсен сулхăнне яш-кĕрĕм пухăнатчĕ, аслă çултисем хĕвелтен пытанса унта ларатчĕç. Кăçал вĕсене тỹнтерчĕç. Сыхлакан территори пулнă май, паркăн паспортĕнче йывăçсене касма, кĕтỹ кĕтме, кăвайт чĕртме, автомашинăсене лартма, çĕре сухалама, хими препарачĕсемпе усă курма юраманни пирки çырнă. Ватăла пуçланă вулăсене пăчăкă "аллине" пама юранă е çук - эпир татса параймастпăр. Районти прокуратурăран пĕлтернĕ тăрăх, ку ыйтупа полици ĕçченĕсем тимлеççĕ. Паян вара паркра реконструкци пырать. 1,6 гектар йышăнакан кану вырăнĕ, проектпа килĕ-шỹллĕн, икке пайланать. Чиркỹ енче храм тата настоятелĕн çурчĕ вырнаçмалла. Кĕнĕ çĕрех фонтан тума палăртнă.
Паркра юрату, çамрăксен аллейисем пулĕç. Сăмах май, апрелĕн 19-мĕшĕнче Çамрăксен парламенчĕ тата Патăрьел ял тăрăхĕнче, вĕрентỹ пайĕнче, тĕп больницăра вăй хуракан каччăсемпе хĕрсем 50 ытла йывăçпа 80 тĕм лартнă.
Планра сывлăха çирĕплетмелли лаптăксем те пур. Ача-пăчана выляма ятарлă вырăнсем тума, ларса канма, шашка-шахматла выляма беседкăсем вырнаçтарма, транспорт стоянки хатĕрлеме палăртнă. Хальхи ывăхăтра кунта йывăçран кỹлепесем ăсталаççĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)