Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Аслă Çĕнтерỹ нихăçан та пирĕн асран тухмĕ

15 мая 2013 г.

 Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ- Çĕнтерỹ кунĕ-_ çĕр-шывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, чуна çывăх уяв. Кăçал ăна пирĕн халăх 68-мĕш хут паллă турĕ. Вăл çулран-çулах аякка кайса пырать пулин те вăрçă ветеранĕсен чыс-сумĕ, хисепĕ ỹссех пырать. Хăйсен синкерлĕ шăпине пула çапăçу хирĕнче пирĕн тăнăç пурнăçшăн пуç хунă салтаксене малашне те чыслăн асра тытăпăр, фронтовиксен паттăрлăхне чĕрере упрăпăр.

Маларахри кунсем ăмăр тăчĕç пулин те, Çĕнтерỹ кунĕнче Патăрьелсене ирпе ирех ăшă хĕвел чуна çемçетрĕ. Вăрçă çулĕсенчи юрăсем пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн янăраççĕ. Вĕсен çеммипе район центрĕнчи ĕç коллективĕсем, шкул ачисемпе студентсем капăр колоннăсемпе Тăван çĕр-шывăн вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç. Уяв илемĕ - кăкăр тулли орден-медаль çакнă хисеплĕ ветерансем. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çулран çулах сайралса пырать. Кăçалхи уява 68 çул каялла Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илнĕ çитмĕл икĕ салтак çеç хутшăнчĕ Вĕсенчен те чылайĕшĕ сывлăхĕ хавшанăран уяв савăнăçне килти кĕрекере çеç пайларĕç. Икĕ çул хушшинче çеç вăтăр фронтовик чăн çĕре куçнă.

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе пуçтарăннă митинга уçнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов ветерансене, тыл хастарĕсемпе вăрçă ачисене уяв ячĕпе саламларĕ.- Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине сакăр пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 6034-шĕн шăпи синкерлĕ пулса тухнă. Пирĕн çутă малашлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, ырми-канти тăрăшнă ветерансемпе тыл паттăрĕсем умĕнче эпир пуç таятпăр, малашне пирĕншĕн, пирĕн ачасемпе мăнуксешĕн яланах сенкер тỹпе пултăр,-терĕ вăл шурă кăвакарчăна ирĕке вĕçтерсе янă май.

Митинга пуçтарăннисене уяв ячĕпе Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнĕвĕсен министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Олег Мешков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное Знамя" хуçалăх ертỹçи Петр Никифоров, Патăрьел ял пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, Çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕ Павел Васюков, Сергей Пегасов благочиннăй, Виталий Владимиров вăрçă ветеранĕ тата ыттисем те саламларĕç.

Ăшă сăмахсем хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи, професси училищинчи çамрăк армееецсен, Афганистан вăрçине хутшăннисен парачĕ пулчĕ. ДОСААФăн вырăнти уйрăмĕ Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ авточупу вара уява хăйне евĕр сĕм пачĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене чыс туса пĕр минут шăп тăнă хыççăн ĕç колективĕсем пĕрин хыççăн тепри палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, ĕмĕрлĕх хĕлхем умĕнче пуç тайрĕç.

Аслă Çĕнтерỹ уявне Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ, ветерансен хорĕн коллективĕ концерт ларса куракансен уяв кăмăлне тата ытларах çĕклерĕç. Каçхине патăрьелсене Шупашкар артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çĕнтерỹ салючĕ хыççăн та уяв шавĕ часах лăпланмарĕ.

СĂМАХ МАЙ КАЛАСАН:

Паянхи куна районта 72 вăрçă участникĕ, 313 салтак арăмĕ, пин ытла тыл паттăрĕ пурăнать. Юхмапа Пăла тăрăхĕ хăйсен паттăрĕсемпе те мухтанма пултарать: Сăкăтри Порфирий Герасимович Кариков, Шăнкăртамри Бедертдин Сатретдинович Тухветуллов, Патăрьелĕнчи Александр Порфирьевич Табаков - Мухтав орденĕн тулли кавале-рĕсем, Анат Туçари Павел Ефимович Кузнецов, Ыхра Çырминчи Баки Сибгатуллович Рахимов вара Совет Союзĕн Геройĕсем.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика