Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Татьянсен уявенче

28 января 2012 г.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăри вулав залне çак кунхине “Телей” клуб членĕсем пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче Татьянăсем пайтах. Асап тÿссе вилнĕ Татиана çветтуя халалланă уява пуçтарăннисене пай заведующийĕ Наталия Ракова çак кунăн аякран килекен историйĕ пирки тĕплĕн каласа панă. Январĕн 25-мĕшĕнче чиркÿ календарĕпе Христос тĕнне ĕненнĕшĕн çакса вĕлернĕ Татианăна асăнаççĕ. Çакă, паллах, хурлăхлă уяв. Анчах Раççейре ăна студентсен хаваслă праçникĕ тесе йышăннă. Акă мĕнпе çыхăннă вăл: 1755 çулта, шăпах çак кунхине, Кĕтерне патша Мускав университетне йĕркелесси пирки хушу кăларнă. Çавăнтанпах хĕр студентсен хÿтĕлевçи шутланса тăрать. Грек чĕлхинчен вăл “йĕркелекен” тесе куçать.

Библиотека ĕçченĕсем мĕн пур вулакана, Татьянăсене уйрăммăн, уяв ячĕпе саламланă, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей, юрату суннă. Вĕсен йышĕ вара пĕчĕк мар: çул çитменнисенчен çак ятлисем 15ĕн, аслисенчен вара ытларах – 68 çын.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика