Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Юратнă ĕçре – хĕрĕх икĕ çул

28 января 2012 г.

Вăхăта чатăр карса та чарма çук: кунпа çĕр ылмашăнсах эрне, уйăх, çулталăк хыçа тăрса юлаççĕ. Юратнă ĕçре çулсем иртни сисĕнмест те иккен. “Раççей ял хуçалăх центрĕ” ФБУ филиалĕн районти уйрăмĕнче вăй хуракан Н.Макарова та çакнах çирĕплетет.

– Шкул пĕтернĕ хыççăн вăхăтлăха тесе вăрлăх тĕрĕслекен инспекцине ĕçе вырнаçрăм. Унтанпа 42 çул иртнине ĕненессĕм те килмест, – тет Нина Павловна хыçа юлнă çулĕсене аса илнĕ май.

Н.Макарова Патăрьел ялĕнче, 1952 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕн вăл тăххăрмĕш пепки пулнă. Ачалăхĕ чечек çинчен чечек çине вĕçсе çÿрекен лĕпĕшĕнни пек çăмăл иртмен. Кĕçĕнни пулсан та кушак пек кăмака çинче кăна ачашланса ларман: пĕчĕклех ĕç çумне çыпçăннă. Пуринчен те ытларах çĕр çинче тăрмашнă. Амăшĕ те час-часах: “Ĕçлени çыншăн пулсан та вĕренни хăвăншăн”, тесе хавхалантарнă. Кун çути парнелекенсем колхозра вăй хунă, хĕрне те çуллахи вăхăтра хăйсемпе пĕрле хире илсе кайнă. Ыраш пуссинче ăрша вылянине курса, путенесен, тăрисен юррине итлесе ÿснĕренех ăна шăпа хăй ĕç суйласа илме пулăшнă.

Юлашки шăнкăрав янăранă хыççăн амăшĕн аппăшĕ, вăрлăх тĕрĕслекен инспекцине ĕçлеме илсе кайнă. Мĕн вăхăтлăх, вăл яланлăх, теççĕ. Хăнăхса пынă майăн ăна вăрлăхсемпе тимлесси ытларах та ытларах килĕшнĕ. Пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туйса Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Вăл аслă агроном пулса тăрăшать.

– Хамăн ĕçе питĕ юрататăп, çавăнпа та урăххи пирки нихăçан та шухăшламан. Вăрлăхсем илсе килсен, вĕсем мĕнле шăтса тухасси питĕ интереслентерет. Шалти туйăмпа, пухăннă опытпа усă курса малтанах миçе пĕрчĕ пуç сăхассине палăртатăп. Ялан тенĕ пекех тĕрĕс пĕлетĕп. Калчаланмасан мĕншĕн иккенне тĕпчетĕп. Урăх меслетсемпе усă курса пăхатăп, – тет калаçу малалла тăсăлнă майăн чунне уçса Нина Павловна. – Вăрлăхсем лайăх шăтса тухсан чун-чĕререн савăнатăп.

Нина Макаровăна çулленех районта çурхи ĕçсем вĕçленсен иртекен уй-хир тĕрĕслевĕнче курма пулать. Кам та пулин каланипе мар, хăйĕн чĕри хушнипе те унта хутшăнать. Пĕр тикĕс шăтса тухнă калчасене курсан вăл еплерех хĕпĕртенине суккăр çын кăна курмасть пуль: куçĕнче савăнăç çиçет. Начартарах лаптăксене тĕл пулсан тÿрех вăл е ку хуçалăхăн агрономĕ е ертÿçи патне васкать. Мĕнле сăлтавсене пула вăрлăх йĕркеллĕ шăтманнине, ăçта йăнăш тунине тĕпчет. Вăрлăха тĕрĕслеттерме илсе пынă чухнехи кăтартусене пăхать.

– Хам вырăнна питĕ профессине чунтан килĕштерекен агронома тăратса хăварас килет. Анчах халь каччăсемпе хĕрсем хушшинче ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшакансем сахал, – хуйхăрать Н.Макарова.

Нина Павловна ĕçне район, республика шайĕнче те пысăка хурса хакланă. Вăл “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята, грамотăсемпе тав хучĕсем темиçе хутчен те илме тивĕçнĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика